Комментари хушас

24 Çурла, 2020

Хăвăрт утассипе — «ылтăн»

Çурлан 23-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Хăвăрт утакансен Московия фестивалĕ» ăмăрту иртнĕ.

Çĕршыври чи вăйлă спортсменсемпе тупăшса Чăваш Ен чысне тивĕçлĕн хӳтĕлекенĕ — тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Марина Новикова /Пандакова/. 20 километра 42:09 минутра утса тухса вăл ку сезонра тĕнчери чи лайăх кăтартупа палăрнă, трасса рекордне çĕнетнĕ. Ун хыççăн Надежда Сергеева çитнĕ /43:00/, виççĕмĕшĕ — Кристина Мавлетова /44:46/.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Лариса ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Рубрика: