Комментари хушас

25 Çурла, 2020

Чăваш спортсменĕсем Смоленскран медальсемпе таврăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче Смоленск хулинче çăмăл атлетикăпа кăçалхи çуллахи сезонăн официаллă старчĕсем иртнĕ. «Пĕртăван Знаменскисен мемориалĕ» турнирта çĕршыври тĕрлĕ регионтан килнĕ спортсмен тупăшнă.

Чăваш Ен спортсменĕсем медальсен тулли комплектне çĕнсе илнĕ. Тăршшĕне сикессипе Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Виктория Жилина «ылтăнлă» пулнă. Унăн кăтартăвĕ чи пысăкки — 6,01 метр. Çак шкултах хатĕрленекен Сергей Морозов çӳллĕшне сиксе «кĕмĕле» тивĕçнĕ, унăн кăтартăвĕ — 2,05 метр.

Олимп резервĕсен Шупашкарти училищинче вĕренекен Тимофей Егинов Раççей первенствинче 10 пин метр чупса бронза медальлĕ пулнă.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: