Комментари хушас

7 Çурла, 2014

Пĕрремĕш тĕнче вăрçине халалланă

Чăваш наци музейĕнче Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисем малалла пыраççĕ. Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра «Чăваш Ен медикĕсем - Пĕрремĕш тĕнче вăрçин çулĕсенче» экспозици уçăлнă, ăна ЧР Патшалăх, Раççей патшалăх çарпа истори архивĕсен, Чăваш наци музейĕн, Л.Н.Толстой ячĕллĕ Патшалăх музейĕн ăслăлăх сотрудникĕн Н.Жиркевич-Подлесских врачăн тата медицина историкĕн материалĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Экспозицисенче - çав çулсенчи медицина хатĕрĕ, аптека савăчĕ, тĕрлĕ прибор. Куравра çар лазаречĕн реконструкцийĕпе, «Максим» пулеметпа, ыр кăмăллăх сестрин революцичченхи тумĕпе тата ытти экспонатпа паллашма пулать. Сăн ÿкерчĕксемпе документсем чăваш тухтăрĕсен паттăрлăхне сăнлаççĕ. Шел те, вĕсенчен чылайăшĕ манăçнă. Кураканшăн чăвашран тухнă пĕрремĕш хĕрарăм тухтăрсем пирки хыпарлани те интереслĕ пулассăн туйăнать.

Фронтран тухтăрсемпе салтаксем янă çырусене тытса пăхма, вуласа тухма май килет. Чăвашсен паллă хирургĕн К.В.Волковăн фронтри тата куçса çÿрекен госпитальсенчи сиплевĕ-пулăшăвĕ пирки пухнă материалсем пуян.

Курав кăçалхи юпа уйăхĕччен ĕçлет, ун хыççăн Чăваш наци музейĕнче вăхăтлăх вырнаçать.

В.ИЛЬИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.