Комментари хушас

7 Çурла, 2014

Чĕрĕ чунсене юратакан София

Çичĕ уйăхра Шупашкарта çут тĕнчене çав тери имшеркке те нишлĕ килнĕ София Дробаха. Ашшĕпе амăшне хытă пăшăрхантарнă вăл. Унăн чылай вăхăт больницăра сипленме тивнĕ. Килтисем пĕчĕкскере ачашшăн Софа тесе чĕнме тытăннă.

Урама уçăлтарма тухсан чылайăшĕ хĕр ача йăтнă çамрăка шăтарасла пăхнă.

– Ку сирĕн ача е пукане-и? Барби тетте пек ытла пĕчĕк те, – тенĕ хăшĕ-пĕри çаплах пепке çинчен куçĕсене илме пĕлеймесĕр.

Çакă амăшĕн чунне çав тери ыраттарнă, апла пулин те хĕрарăм пĕр сăмах чĕнмесĕр малалла утнă.

...София юмахри пек, кунсерен мар, сехетсерен ÿснĕ. 10 уйăхра утса кайнăскер пиччĕшĕ çумне куршанак пек çулăха пуçланă. Кăранташĕсене туртса илсе альбома ÿкернĕ, сумкинчи кĕнекисене урайне пĕрре мар сапаланă.

– Эсĕ утма вĕренни маншăн пĕрре те савăнăçлă мар, сăтăр çеç тăватăн, – ачашшăн йăтса хăй çумне пăчăртанă ăна пĕрремĕш класа каякан пиччĕшĕ.

Амăшĕ пекех хăнасене тарават София. Вĕсем патне кам та пулин килсен аллисенчен çавăтса сĕтел хушшине лартать. Тухса кайма пуçтарăнсан – выртса макăрать. Е алăк патне пырса тăрать те пĕчĕк аллисемпе сулкалашса хăй чĕлхипе тем калать. Татах ларма хушать ĕнтĕ.

Чĕрĕ чунсене пурне те юратать София. Акă нумай пулмасть ашшĕ кĕл тĕслĕ кушак çури илсе килчĕ. Çакăн хыççăн йăлтах канăçне çухатрĕ вăл. Мăр-мăрĕ тата çитменнине мĕн тери хытă кăшкăрать. Перĕнме те çук. Ах, хĕр ача ăна çав тери юратать-çке! Шел, ялан тытма ирĕк памаççĕ çав. Çакă пăшăрхантарать те Софийăна. Тепĕр чухне вара куçĕсем хĕреличченех ĕсĕклет. Çук, никам та пырса ачашламасть ăна кун пек чухне.

Шывсăр пач та пурăнаймасть. Мунча кĕресси уншăн – чăн-чăн уяв! Унта вăл темчченех теттисемпе выляса ларма пултарать. Чи йывăр вăхăт – амăшĕ мунчаран илсе тухни. Тем пек тапаçлансан та унта пĕччен хăвармаççĕ-çке.

Пĕррехинче амăшĕ патне такам шăнкăравларĕ, темччен калаçрĕç вĕсем иккĕшĕ. Шăп çавăн чухне пĕчĕк хĕр ача савăтри шыв патне чупса пычĕ. Малтанлăха аллисене, питне çурĕ, кайран пуканийĕпе пĕрле кĕпи мĕнĕпех унта кĕрсе ларчĕ. Савăнăçлăн вылянă самантра амăшĕ чупса килчĕ те ăна шывран йăтса илчĕ.

Паян та ирех вăранчĕ вăл. Амăшĕпе иккĕшĕн хушшинче çывăракан кушак çурине курсан йăл кулчĕ. Унтан ахăлтатса аллине ун еннелле тăсрĕ...

Элиза ВАЛАНС.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.