Комментари хушас

10 Авăн, 2020

Пущăн Салине газ çитернĕ

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пущăн Сали ялĕ тинех «кăвак çулăмлă» пулнă.

Ял газ çитерме 3 километр тăршшĕ пăрăх хунă. Халĕ 52 хуçалăхра çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма пуçлĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма республикăн строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев тата ыттисем хутшăннă. Министр каланă тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн регионта газификаци кăтартăвĕ 93,6 процентпа танлашать. Маларах Куславккара, Канаш районĕнчи Шăхасанта, Йĕпреç районĕнчи Шăрттанта, Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче ĕçсене вĕçленĕ. Газпа тивĕçтерекенсем 20 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă.

www.hypar.ru minstoy.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ