Комментари хушас

11 Авăн, 2020

Нумай ача амăшĕ пĕр суйлавран та юлмасть

Шупашкарта пурăнакан нумай ача амăшĕ Надежда Дзекунова суйлава икĕ хĕрĕпе пĕрле килчĕ.

«Эпĕ, ыттисем пекех, хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Çак кун маншăн уяв пекех. Ача чухне анне хăйĕнпе пĕрле суйлав участокне илсе каятчĕ. Пылак çимĕç, кĕнеке илсе паратчĕ. Халĕ хам та ачасене тĕслĕх кăтартатăп. Эпĕ пĕр суйлавран та юлман.

Пирĕн йăхри 6 сыпăкри тăвансем ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене хăйсен çунатти айне илнĕ. Ырă çак йăлана эпир тăсатпăр. Пирĕн килте 9 ачаран 2-шĕ — тăван, ыттисем — опекăна илнисем. Вĕсем пурте Раççее, Чăваш Ене, Шупашкара юратнине, ырă пусласлăхшăн яваплă пулнине курас килет.

Нумай ачаллисене патшалăх пулăшни курăмлă. Пирĕн çемьери ывăл-хĕр, сăмахран, тĕрлĕ кружокра пултарулăхне аталантарать. Транспорт тăкакĕ çемье бюджетне палăрмаллах пĕчĕкленет. Çавăнпах троллейбус-автобус билечĕ, кружок тÿлевсĕр пулсан тем пек лайăхчĕ. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр», — палăртать хĕрарăм.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.