Комментари хушас

12 Авăн, 2020

Ҫынсем суйлавпа кӑсӑкланаҫҫӗ

"Суйлавăн иккĕмĕш кунĕ пысăк çитменлĕxceмсĕр иртнĕ", - терĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Пĕрлехи информаци центрĕнче паянхи пĕтĕмлетÿceм пирки калаçнă май.

Вăл малтанхи кăтартусемпе те паллаштарчĕ. "Малтанласа шутланă тăpăx, икĕ кунра пирĕн республикăри суйлавçăceн 38-39 проценчĕ cacăлава хутшăннă. Ман шутпа, ку калама çук лайăx кăтарту. Çакă çынсем суйлавпа кăcăкланнине çирĕплетет", - терĕ Александр Иванович. Улатăp, Патăрьел районĕсенчи суйлавçăсен 56 ытла проценчĕ cacăланă. Хуласен хушшинче Шупашкар малта пулнине пĕлтерчĕ ТСК председателĕ. Вăл суйлавăн икĕ кунĕнчи тĕплĕ кăтартусем ыран ирхине паллă пулĕç терĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта.