Комментари хушас

21 Авăн, 2020

Чарусене тавăрмалли плансем çук

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев социаллă сетьсенче «сÿтсе явакан» темăран пуçларĕ: коронавируса пула çывăх кунсенчех республикăра çĕнĕ чарусем вăя кĕреççĕ имĕш…

Çак сас-хура мĕнпе никĕсленнине Олег Николаев ăнланать: чылай çĕршыв эпидемие пула унчченхи чарусен режимĕ патне таврăннă. Анчах Раççейре, Чăваш Енре йышăннă тата йышăнакан сыхлăх мерисене пула пирĕн патра лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă, çавăнпа та, çирĕплетсех каларĕ вăл, «хальлĕхе чарусене вăя кĕртес тĕлĕшпе нимĕнле плансем те çук». Çапах ку сыхлăх çине алă сулма юранине пĕлтермест: чир сарăласран асăрханмалли требованисене çав-çавах çирĕп пăхăнмалла. Çийĕнчен Олег Алексеевич тивĕçлĕ ведомствăсене асăннă йышши сас-хурана сирес, халăха тĕрĕс информаципе тивĕçтерес енĕпе тимлĕ пулма хушрĕ.

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан социаллă сетьсемпех сăлтавланнă тепĕр темăна та çĕклерĕ. Ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособисем калаçтараççĕ — ĕçлев министрне Алена Елизаровăна ыйтăва уçăмлатма сĕнчĕ. Министр палăртнă тăрăх, соцсетьсенчи калаçусем сăлтавсăр çуралман. Чăнах та, ĕçсĕрлĕх пособине вăхăтра тÿлеймен, ку Мускавран çак тĕллевпе килмелли укçа тытăнса тăнипе çыхăннă. 50 тата 70 миллион тенкĕлĕх икĕ транш килнĕ, анчах çак виçе ĕçсĕррисене посби тÿлемешкĕн çителĕксĕр пулнă. Çийĕнчен социаллă тÿлевсем тĕлĕшпе çĕнĕ обязательствăсем çурални те — Раççей Правительствин ачасемшĕн 3-шер пин тенкĕ тÿлев парассине тăсассипе çыхăннă йышăнăвĕ — «такăнтарнă». Малтан çак тÿлеве авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен памалли йĕрке пулнă, çĕнĕ йышăнупа вара укçа тÿлессине юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăснă — çакă та социаллă тÿлевсем валли укçа çитерессине чăрмантарнă. Анчах халь ку ыйтусене татса панă, министр ĕçсĕрлĕх пособийĕн парăмне çывăх вăхăтрах татма шантарчĕ.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарать, çавăнпа та кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра кĕтсе илессипе çыхăннă хатĕрлĕх ыйтăвĕ кун йĕркинче пирвайхи пулни ăнсăртран мар. Пĕтĕмĕшле лару-тăрупа строительство министрĕ Александр Героев паллаштарчĕ. Республикăра 975 котельнăй, вĕсен хушшинче киввисем те йышлине пăхмасăр пĕтĕмĕшле илсен пурне те тенĕ пекех çурт-йĕре хутса ăшăтма хатĕрлесе çитернĕ. Ăшă сечĕсем, водопроводсем, ытти об±ект пирки те çавнах каламалла. Апла пулин те 8 муниципалитетра уйрăм учрежденисем тĕлĕшпе ыйтусем пур.

Усă курнă ресурссемшĕн тÿлемелли парăмсен ыйтăвĕ çивĕч. Пĕтĕмĕшле виçе чакни палăрать, анчах парăм пур пĕр пысăк — 2,9 миллиард тенкĕ ытла. Çав шутра ăшă энергийĕшĕн — 911 миллион, электроэнергишĕн — 432 миллион, газшăн — 1,57 миллиарда яхăн тенкĕ.

Олег Николаев коронавируса пулах ОРВИ чирĕсенчен сыхланасси пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ, çавна май тулти сывлăш температури тивĕçлĕ норма таран чакасса кĕтмесĕрех çурт-йĕре ăшă пама пуçламашкăн сĕнчĕ. Çавăнпа хайхи «ыйтусем пур» 8 муниципалитетран кашнин ертÿçинчен ĕç-пуçа уçăмлатма ыйтрĕ. Патăрьелсенчен пуçларĕ. Юхма тăрăхĕнче вĕрентÿ, медицина учрежденийĕсем ăшă пама хатĕр. Культура учрежденийĕсенчен хăш-пĕринче юсав вĕçленмен, анчах ĕçсем вăраха каймалла мар — ăшă пулĕ. Çĕмĕрле районĕнче Хутарти шкулта юсав пырать — планпа пăхнă ĕçсем. Ачасем ытти шкулта вĕренеççĕ. Вăрнарта пăтăрмахлă юсава пула 1-мĕш шкул тĕлĕшпе çивĕчлĕх пур. Улатăрта котельнăй кăмакине юсаççĕ, анчах вăл резерврискер — ăшă парассине чăрмантармасть. Шупашкарта нумай хваттерлĕ икĕ çуртра капиталлă юсав пырать, ĕçсене çак эрнере вĕçлемелле. Икĕ спорт учрежденине тата 13 садике те юсаççĕ — ĕçсене юпа уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Çав садиксенчи ачасене вăхăтлăха урăх учрежденисем йышăннă — чăрмавсем çук. Пурне те итленĕ хыççăн Олег Николаев асăрхаттарчĕ: отчетсенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ, чăннипе вара ĕç-пуç урăхларах — çакнашкалли ан пултăр.

Пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ вĕçленчĕ — ĕç-пуçа çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Воробьев пĕтĕмлетрĕ. Кăçал çуркунне ир килнине пула асăннă тапхăра пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчех пуçланă, вăл ытти чухнехинчен вăрахрах — 200 кун — тăсăлнă. Вăрмансене кĕмелли вырăнсенчи хурал посчĕсем, çынсемпе йĕркеленĕ калаçусем, ытти — анлă ĕç пурнăçланă. Лару-тăрăва сăнаса тăма тĕрлĕ çĕрте видеокамерăсем те вырнаçтарнă. Вĕсем пулăшнипе вăрмансенче тухнă икĕ пушара асăрханă. Пĕр тĕслĕхре кÿршĕ республика территорийĕнче вут-çулăм алхаснине асăрхаса вăхăтра мерăсем йышăнма май килнĕ. Апла пулин те кăçал вăрманта пысăк пушар пулассинчен сыхланайман /унашкаллине 2010 çултанпа регистрацилемен/. Улатăр районĕнче «хĕрлĕ автан» самай пысăк территорире алхаснă, сиен те пĕчĕк мар — 19 миллион тенкĕлĕх. Пушар ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр территорийĕнчен вăрмана куçнă çав тĕслĕхпе тупса палăртман çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăрмансенче кăçал пулнă тата виçĕ пушара иртĕхме паман — сиен пулман.

Канашлу шăматкунхи «Нацисен кросне» пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ чупăва Олег Николаев хăй те хутшăннă. Çынсем çанталăка кура мар савăннине хам куртăм, терĕ вăл, çакнашкал ăмăртусем çынсен кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ, ку вара çитĕнÿсен никĕсĕ пулса тăрать.

www.hypar.ru