Комментари хушас

23 Авăн, 2020

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине 13 ыйту кăна кĕртнĕ. Анчах вĕсен хушшинче республикăра пурăнакан кашни çынна тенĕ пек пырса тивекеннисем те пулчĕç.

Чи малтанах — 2021 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕшĕн хывмалли тÿлевĕн чи пĕчĕк виçине çирĕплетесси. Строительство миинистрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан /ытларикун республика Пуçлăхĕн должноçне йышăннă май Олег Николаев Министрсен Кабинетне отставкăна янă, çавна май министрсем хальлĕхе пурте «и.о.» статуспа ĕçлеççĕ/ Александр Героев аса илтерчĕ: капиталлă юсав тÿлевне 2014 çултан палăртма тытăннă, ун чухне вăл тăваткал метршăн 5,2 тенкĕпе танлашнă. 2019-2020 çулсемшĕн тÿлеве пысăклатман — 6,3 тенкĕ пулнă. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çитес çул валли чи пĕчĕк виçене 3,7% ÿстерме сĕнчĕ — тăваткал метршăн 6 тенкĕ те 53 пус пулĕ. Çакă потребитель хакĕсен индексĕ пысăкланнипе сăлтавланнă. Правительство сĕнĕве ырларĕ, Олег Николаев вара нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрассипе, капиталлă юсавпа çыхăннă çивĕчлĕх пуррине палăртрĕ: çынсен управляющи компанисен ĕçĕ тĕлĕшпе кăмăлсăрлăх пысăк. Олег Алексеевич Стройминăн, Пурăнмалли çурт-йĕр инcпекцийĕн УКсен ĕçне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатмалли пирки асăрхаттарчĕ.

ДОСААФăн республикăри уйрăмĕ урлă çамрăксене çар служби валли хатĕрлессине хăвăрт татса пачĕç. Сăмах водительсене тата водитель-парашютистене хатĕрлесси пирки пырать. Пĕтĕмпе 299 йĕкĕт вĕренĕ. Тăкакĕсем — федераци бюджетĕнчен.

Правительствăн спорт учрежденийĕсемпе çыхăннă йышăнăвне «тÿрлетесси» те тавлаштармарĕ. Çав учрежденисенче халăх йышлă мар чухне вĕсем 55 çултан аслăрах хĕрарăмсене тата 60-тан иртнĕ арçынсене тÿлевсĕр йышăнма пултарĕç. Çийĕнчен Олег Николаев Спорт министерствине спорт учрежденийĕсене халăх çÿренине тĕплĕ тишкерсе хаклама сĕнчĕ. Мониторинг кăтартăвĕсемпе çывăх вăхăтра тунтикунсерен йĕркелекен планеркăсенчен пĕринче паллаштарма хушрĕ. Республикăн «тĕп спортсменĕ» Василий Петров çак асăрхаттарăва хăйĕн хучĕсенче паллă тăвас терĕ те — кĕсйисене хыпашларĕ: çумра ручка çук иккен — юнашкар ларакан тепĕр министртан ыйтса илме тиврĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ асăрхамарĕ пулас — куç тĕлне лекнĕ тĕк çакнашкал пысăк шайри ларăва ручкăсăр çÿренĕшĕн сăмах тивесси те часах.

Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова ачаллă хĕрарăмсене профессисене вĕрентмелли йĕркене пырса тивекен улшăнусемпе паллаштарчĕ — çак майсем анлăланаççĕ. Сăмах май, кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 3 çул тата 6 çул тултарман ачаллă 276 хĕрăрама профессисене тÿлевсĕр майпа вĕрентнĕ, вĕсенчен 84-шĕ ĕçе вырнаçнă та ĕнтĕ.

Çу культурисене çитĕнтерессине хавхалантармалли майсем те кăшт анлăрах пулĕç — çакăн пирки ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов пĕлтерчĕ. Кăçал асăннă культурăсене республикăра 11,8 пин тонна çитĕнтерсе тирпейлеме палăртнă, пысăк пайĕ экспорта кайĕ. Çакăнта, паллах, ку енĕпе ĕçлекен хуçалăхсене патшалăх енчен хавхалантарнин витĕмĕ курăмлă.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.