Комментари хушас

23 Авăн, 2020

«Çĕнетнĕ аудиторисенче вĕренме кăсăклăрах»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пулчĕ. Унта вăл республикăри предприятисем пулăшнипе уçăлнă вĕренÿ аудиторийĕсемпе лабораторийĕсен ĕçĕпе паллашрĕ.

Акă пахча çимĕçпе улма-çырла туса илес ĕçĕн вĕренÿ аудиторине Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Фондăн генеральнăй директорĕ Александр Богданов пĕлтернĕ тăрăх, предприяти Чăваш патшалăх аграри университечĕпе тачă çыхăну тытать. Апат-çимĕç фондĕнче ĕçлекенсен пысăк пайĕ шăпах çак аслă шкултан вĕренсе тухнă. Студентсем ку предприятире практикăра пулса ăсталăхне ÿстереççĕ. «Çак вĕренÿ аудиторине уçнăран пирĕн ĕçтешлĕх пушшех çирĕпленĕ», — терĕ Александр Богданов. Ку аудиторире çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă, ăна мультимедиа оборудованийĕпе, моноблокпа, интерактивлă доскапа, ытти япалапа пуянлатнă.

Олег Николаев çавăн пекех ÿсен-тăрана хÿтĕлес ĕçĕн аудиторине, инноваци технологийĕсен лабораторине, ятарлă компьютер класне кĕрсе курчĕ. Студентсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланчĕ. Çамрăксем çĕнетсе пуянлатнă аудиторисенче вĕренме интереслĕрех пуласса шаннине пĕлтерчĕç.

Унтан «Регионти АПК валли кадрсем хатĕрлес ĕçри хальхи вĕренÿ технологийĕсем: опыт тата аталану малашлăхĕ» ятпа «çавра сĕтел» иртрĕ.

Видео кунта...

Сăн укерчĕксем кунта...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.