Комментари хушас

24 Авăн, 2020

Тухăçа ÿстерес ыйтупа

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Экологин ăслăлăх-тĕпчев институчĕ» автономи учрежденийĕнче, «Федерацин Атăлçи округĕнчи лаборатори анализĕпе техника виçевĕн центрĕ» тата «Федерацин Атăлçи округĕнчи геологи информацийĕн территори фончĕ» уйрăмĕсен республикăри филалĕсене, Росприроднадзорăн Чăваш Енри управленине çитсе вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Пĕтĕм Раççейри «Вăрман касакан-2020» тăваттăмĕш чемпионатăн /вăл Брянск облаçĕнче иртнĕ/ номинацийĕнче çĕнтернĕ Чăваш Ен спортсменĕсемпе тĕл пулчĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем пачĕ.

Çавăн пекех Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе Сергей Артамоновпа, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьевпа, экологин ăслăлăх-тĕпчев институчĕн ертÿçисемпе пĕрле çак автономи учрежденийĕн ĕçне тухăçлăрах йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...