Комментари хушас

28 Авăн, 2020

Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ

Професси пĕлĕвне паракан тĕрлĕ учрежденире ăс пухакан Чăваш Енри тăхăр çамрăк республика Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче вĕренекен Александр Гурьянов тата Анастасия Константинова, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнчи Василий Иванов, Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнчи Эльвира Ильина тата Софья Клинцева, Канашри педагогика колледжĕнчи Яна Карпова, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнчи Дмитрий Матвеев, Шупашкарти экономика технологий колледжĕнчи Ольга Пантелеймонова, Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнчи Снежана Тарасова 2020/2021 вĕренÿ çулĕнче уйăхсерен 10-шар пин тенкĕ илсе тăрĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: