Комментари хушас

2 Юпа, 2020

Общество вырăнĕсенче маска тăхăнма пăрахнă

Паян коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева ертсе пычĕ.

— Çĕршывра та, республикăра та лару-тăру кăткăсланса пырать. Чирлисен йышĕ ÿсме тытăнчĕ. Тест тăвакансен шучĕ иртнĕ эрнерипе танлаштарсан икĕ хут ÿснĕ — 2021 çын анализ панă. Республикăра 235 пин çынна грипран прививка тунă. Вакцинăсем çителĕклех. Коронавирусран тумалли вакцинăсен иккĕмĕш партийĕ килсе çитнĕ. Хальлĕхе прививка тума пуçламан-ха, — калаçăва пуçларĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. Вăл палăртнă тăрăх, 214 çын реабилитаци витĕр тухнă, санаторисенче сипленме тепĕр 333 çын кăмăл тунă. Анчах Йĕпреç, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенчи пĕр пациент та реабилитаци тухмашкăн заявка паман.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Елена Прокопьева каланă тăрăх, Шупашкарти икĕ садикре, 6 шкулта, Канаш, Пăрачкав, Элĕк районĕсенчи пĕлÿ çурчĕсенче, Патăрьелти техникумра чирлекенсем тупăннă. Йĕпреç районĕнчи психоневрологи интерначĕн Упири филиалĕнче пневмонипе аптранă 8 çынна тупса палăртнă. Пĕрин коронавирус «амаланнă». «Чирлекенсен йышĕ ÿссе кайнин сăлтавĕ — пациентсене больницăна вăхăтра ăсатманни», — терĕ Елена Геннадьевна. Республикăра ОРВИпе чирлĕ çын нумайланнă, уйрăмах Шупашкарта йышлă — 69 процент. Ачасен хушшинче те чирлекен ÿссе пырать. Телее, карантина хупнă классем çук. Юпа уйăхĕнче Чăваш Ене вĕренмешкĕн ют çĕршывран 100 ытла çамрăк килессине пĕлтерчĕ Елена Прокопьева. Вĕсене изоляцие хупмалли вырăна палăртмалла. Транспортра, суту-илÿ вырăнĕсенче маскăсăрах çÿрекен йышланнă, вĕсем пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмаççĕ.

Алла Салаева организацисенче ĕçе килекенсене ирхине тĕрĕслеме пăрахнине пĕлтерчĕ. Вăл ку йăлана тепĕр хут чĕртсе тăратма, мобильлĕ ушкăнсен ĕçне вăйлатма хушрĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Теги: