Комментари хушас

4 Юпа, 2020

Шупашкарта – Никита Михалковăн «Метаморфозисем»

Раççей халăх артисчĕн Никита Михалковăн «Метаморфозăсем. Пĕр кунхи фестиваль» культурăпа çут ĕç енĕпе йĕркеленĕ ятарлă проекчĕ вырăссен чаплă писателĕсен Антон Чеховпа Иван Бунинăн пултарулăхĕсемпе паллаштарать.

Фестиваль кăçалхи юпа уйăхĕн 2-8-мĕшĕсенче Атăл тăрăхĕнчи тăватă хулара — Чулхулара, Шупашкарта, Йошкар-Олара тата Хусанта — иртет. Проекта паллă самантсемпе — Антон Чехов çуралнăранпа 160 çул çитнипе, Иван Бунинăн 150-мĕш çуралнă кунĕсемпе — çыхăнтарнă.

Фестиваль вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприяти — асăннă писательсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан лекцисем, актерсемпе студентсем валли ăсталăх класĕсем, Никита Михалковăн академийĕн «Метаморфозы-V. Мадрид” спектаклĕ — иртет. Кăçал спектакле #ТавахТухтăрсене ятпа коронавируспа кĕрешекен медицина ĕçченĕсене халаллаççĕ. Çавăн пекех кашни хуларах «Чехов. Пурнăç йĕрĕ» курав ĕçлет. Ăна А.П.Чеховăн «Мелихово» литературăпа асăну музей-заповедникĕпе пĕрле хатĕрленĕ. Ку тарана çитиччен фестиваль Раççейри 8 хулара — Сочире, Дон çинчи Ростовра, Ессентукинче, Рязаньте, Тулăра, Калугăра тата Орелта — иртнĕ. Унта пурĕ 8 пин ытла çын çитсе курнă.

Акă паян, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, ăна Чăваш Ен тĕп хули йышăнчĕ. Шупашкарти фестиваль Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 12 сехетре ГИТИСри режиссер факультечĕн деканĕ Владимир Байчер педагог, режиссер студентсемпе çамрăк актерсем валли ăсталăх класĕ ирттернипе уçăлчĕ. Унтан 15 сехетре асăннă театртах В.И.Даль ячĕллĕ Раççей литературин истори музейĕн ăслăлăх сотрудникĕ, культурологи кандидачĕ Виктор Зайцев Антон Чехов пирки лекци вуларĕ.

Палăртса хăвармалла: асăннă проект халăха вырăс классикипе тата çĕршывăн культура еткерлĕхĕпе çывăхлатнипе пĕрлех театрăн тĕлĕнмелле «авăрне» çавăрса кĕртет, пултаруллă актерсемпе, режиссерсемпе курнăçма, вĕсем ирттерекен ăсталăх класĕсене хутшăнма, кăсăклă темăсемпе лекцисем итлеме майсем туса парать.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: