Комментари хушас

5 Юпа, 2020

Асăрхансан «иккĕмĕш хум» пулмĕ

Коронавирус теми каллех нумай калаçтарать те — ЧР Пуçăлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва çак ыйтуран пуçлани ăнсăртран мар.

Социаллă сетьсенче пандемипе çыхăннă ыйтусем нумаййин сăлтавĕ паллă: чылай регионта лару-тăру çивĕчленни сисĕнет — çынсем чирлесси палăрмаллах ÿснĕ. Çавна май Чăваш Енре пурăнакансен хушшинче те иккĕленÿ сисĕнет — каллех карантин пулмĕ-и? Олег Николаев çирĕплетрĕ: республикăра ку енĕпе хальлĕхе тăнăçлăх пур. Чирленисен шучĕ нумай ÿсни туйăнмасть — талăксерен 25-28 çын чухлĕ хушăнса пырать. Регион ертÿçин шучĕпе, республикăра ĕç-пуç тăруках йывăрланманнин сăлтавĕ — хăрушсăрлăх мерисене пăхăнас тĕлĕшпе пурнăçлакан профилактика ĕçĕн кăтартăвĕ. Çапах лăпланма юрамасть — сыхă пулмалла.

— Муниципалитетсен пуçлăхĕсене чĕнсе калатăп: ытти регионтан килекен çынсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсем хăйсене япăх туйсан пĕр тăхтамасăр медицина учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтмалла, тĕрĕсленмелле. Çакă инфекцие чирĕн малтанхи тапхăрĕнчех пÿлме, вăл сарăласран сыхланма май парĕ.

Коронавирус тенĕрен, канашлу хыççăн сывлăх сыхлавĕн минристрĕ Владимир Степанов журналистсене комментари пачĕ те — вăл та çирĕплетерĕ: «Республикăра тăнăçлăх пур. Çакна чирлисене тупса палăртнин шутĕнче те, госпитализациленисен, тĕрĕсленĕ çынсен йышĕнче те куратпăр. Унтан та ытла: тестланă çынсен шучĕ пысăкланнă, çав вăхăтрах чирлисене тупса палăртасси унчченхи шайрах». Апла пулин те, асăрхаттарчĕ министр, ансат правилăсене манмалла мар: маска режимĕ, алăсене дезинфекцилесси, дистанци тытасси: «Çак йĕркене пăхăнсан эпидемин иккĕмĕш хумĕ пулмĕ».

Вĕрентÿ министрĕн тивĕçне пурнăçлаканĕ Алла Салаева вара шкул ачисемпе çыхăннă лару-тăрăва уçăмлатрĕ: «Паян планпа пăхман каникул пуçламашкăн нимĕнле сăлтав та çук. Хамăр енчен Роспотребнадзор управленийĕнчен планпа килĕшÿллĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланмалли кĕркуннехи каникула вăрăмрах тумалли майсене тишкерме ыйтрăмăр. Ку ачасен хушшинче ковидпа чирлесси тăруках ÿснипе мар, кĕр кунĕсем грипп, ОРВИ енĕпе кăткăс пулнипе çыхăннă. Килте хушма пĕр эрне — дистанци вĕрентĕвĕ валли мар, эпидеми тĕлĕшпе йывăр тапхăра килте ирттерме. Çак мерăпа, пирĕн шутпа, усă курма пулать, вăл профилактика тĕллевĕллĕскер. Халь Роспотребнадзор хуравне кĕтетпĕр».

Канашлура Олег Алексеевич çавăн пекех çурт-йĕре хутса ăшăтма пуçлас ыйтупа та кăсăкланчĕ. Строительство министрĕ Александр Героев пĕлтернĕ тăрăх, социаллă объектсене мĕн пур муниципалитетра ăшă панă. Çак кунсенче пурăнмалли çуртсене те ăшă пама тытăннă — централизациленĕ майпа хутса ăшăтаканнисенче 29% ăшă пур. Çак эрнере ытти çуртри хваттерсенче те температура хăтлă пулĕ.

Çапах — чăрмавсăр та мар. Калăпăр, Улатăр хулинче. Вырăнти администраци ертÿçи республикăн «тĕп газовикĕпе» Кияметдин Мифтахутдиновпа калаçни пирки пĕлтерчĕ-ха, анчах çуртсенче хăçан ăшă пулас тĕлĕшпе уçăмлă хурав пулман-мĕн. Çакă Олег Алексеевичшăн кĕтмен хыпар пулчĕ ахăр, Улатăрти çивĕчлĕхе сирес тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарнипе пĕрлех вăл Строймин ертÿçине ÿпкелерĕ: «Ку ыйтусене татса парасси пирки эпир иртнĕ эрнерех калаçа татăлнăччĕ, анчах эсир мана чăрмав тухса тăни çинчен тÿрех евитлемен...»

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-авăн уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Министр ĕç укçин теминчен те пăрăнса иртмерĕ. Асăннă тапхăрта республикăра уйăхри вăтам ĕç укçи 30567 тенкĕпе танлашнă. 

Çул-йĕр фончĕн укçипе 51% кăна усă курни Олег Николаева тивĕçтермерĕ. Сăмахран, вăхăтра усă курман тесе федераци укçине каялла илес терĕç-тĕк — мĕн курăпăр? Транспорт министрĕ Владимир Осипов Мускав паракан укçана подрядчиксене туллин тÿленине çирĕплетрĕ, республика бюджетĕнчен памаллине те вăрах кĕттермессе шантарчĕ. Хальлĕхе тÿлемен миллионсем — Шупашкарти Яковлев проспекчĕн, Эгер бульварĕн реконструкцийĕшĕн, ытти хăш-пĕр объектшăн, вĕсем хута кайнă ĕнтĕ, вак-тĕвек ĕçсене пурнăçламалли çеç юлнă.

Олег Николаев вара укçапа усă курас тĕлĕшпе пурпĕр опертивлă ĕçлемеллине пусăм тусах палăртрĕ. Çулсем валли федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçана ĕçе хывнă тейĕпĕр, анчах, тĕслĕхрен, Строительство министерстви яваплă объектсем тĕлĕшпе апла калаймăн, çавăнпа подрядчиксене те васкатмалла — унсăрăн паянхи ĕçе ырана хăварни йывăрлăхсем кăларса тăратасси те часах.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.