Комментари хушас

7 Юпа, 2020

Олег Николаев Çĕмĕрле хулине çитсе килчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕмĕрле хулине çитсе килчĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрта "Манăн социаллă центр" çĕнĕ клуб уçăлчĕ. Унта аслă ÿсĕмрисемпе сусăрсем мастерскойра хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ, компьютер пĕлĕвĕ илеççĕ, медиагостинăйра фильмсем пăхĕç т.ыт.

Елена Волкова директор пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ проект аслă ÿсĕмри тепĕр 300 çынна явăçтарма май парать. Хальхи вăхăтра ваттисен çуртĕнче 40 çын пурăнать, 417 ватă патне киле кайса пулăшу кÿреççĕ. Социаллă центрта "çавра сĕтел" иртрĕ. Ветерансемпе общество организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич хулари 11-мĕш садикре те пулчĕ. Вĕренÿ учрежденийĕнче Общество инфратытăмне аталантармалли проект пулăшнипе спорт лапамне хăтланă, асфальт çул сарнă. Çак ĕçсене тумашкăн бюджетра 3 миллион тенкĕ яхăн уйăрнă.

А.Речнов тÿремĕнче те юсав ĕçĕсем пуçланнă. Унта фонтан, ачапăча лапамĕ, кану зонисем, парковка тата ытти пулмалла. Ĕçĕн пĕр пайне ноябрьте тумалла, ыттине 2021 çулхи сентябрьччен вĕçлемелле, анчах ĕçе 30 процент кăна пурнăçланă. Подрядчик графикрен юлса пырать.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Сăн ÿкерчĕксем кунта...