Комментари хушас

13 Юпа, 2020

Налук тиевĕ çăмăлланĕ

Кун йĕркинчи ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕскер те - Инвестицисемпе тата предпринимательлĕхпе çыхăннă хастарлăха аталантарас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ку хутĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта бизнес-пĕрлĕх представителĕсен пысăк йышĕ пухăнчĕ.

Тĕп ыйту — пĕчĕк тата вăтам бизнеса налуксем енĕпе çăмăллăхсем парасси. Вĕсемпе финанс тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Михаил Ноздряковпа Дмитрий Краснов паллаштарчĕç. Сăмах тирпейлекен производствăсене, наука-тĕпчев енĕпе ĕçлекенсене, социаллă предпринимательлĕхе тĕревлесси, предпринимательсемшĕн налук каникулне 2024 çулччен тăсасси, ытти çăмăллăх пирки пырать. Налуксене чакарнине кура бюджет пĕтĕмпе 300 миллион тенкĕ патнелле çухатĕ, анчах экономикăри çăмăл мар тапхăрта çак çухату бизнеса кÿрекен курăмлă пулăшу пулнине кура упранса юлакан производствăсемпе, ĕç вырăнĕсемпе, ыттипе çаврăнса килĕ — усăллă пулĕ.

Çийĕнчен Олег Николаев куçми пурлăх налукĕ унăн кадастр хакĕнчен килнине кура бизнеса шăпах çакă хумхантарни çинчен каларĕ, кадастр хакне палăртасси тĕрĕс пулмаллине, вăл уйрăмах ялсенче пĕчĕкленмеллине çирĕплетсе Экономика аталанăвĕн министерствине ку енĕпе тĕрĕс йĕрке тăвас енĕпе ĕçлеме хушрĕ.

Бизнеса кÿрекен çăмăллăхсен процентсемпе виçекен пайăр виçисем янăрарĕç пулин те координаци канашĕ пур енĕпе те пăнчă лартрĕ теме иртерех-ха. Бизнес представителĕсен енчен татах сĕнÿсем янăранине кура регион ертÿçи вĕсене тишкерме тата темиçе кун пуррине палăртрĕ. Унтан вара налук кодексне кĕртмелли улшăнусене саккун проекчĕ пек хатĕрлесе Патшалăх Канашне тишкерме парĕç. Çăмăллăхсене çитес çулхи бюджетрах шута илесшĕн.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.