Комментари хушас

16 Юпа, 2020

Кафе-столовăйра ĕçкĕ-çикĕ ирттерме чарĕç

Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Вăл асăрханулăх мерисене пăхăнмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов чирлекенсен йышĕ кунран кун ӳснине палăртрĕ. Çавна май больницăсенче коронавируслисем валли койкăсен шутне ӳстернĕ. Вăрнар районĕнчи Калинино ялĕнчи психоневрологи интернатĕнче пурăнакан 42 çынна, 2 ĕçчене чир ернĕ. «Социаллă учреждение карантина хупнă, эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем дезинфекци тунă. Роспотребнадзор специалисчĕсем унта тĕрлĕ çитменлĕх тупса палăртнă», — хыпарларĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлисен шучĕ ку эрнере 12 процент ӳснĕ, уйрăмах 46-65 çулсенчи çынсем аптăраççĕ, 65 çултан аслăраххисем 35 процентпа танлашнă.

— Пневмонипе апратакансен шучĕ те ӳснĕ — 44 процент. Гриппа чирлекенсен хушшинче 3-6 çулти ачасем нумайланнă, — терĕ Надежда Феофановна. Роспотребнадзор ĕçченĕсем 136 учреждени-предприятие тĕрĕсленĕ. Вĕренӳ организацийĕсенче медкабинетсемпе столовăйсене уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Специалистсем çавăн пекех оперăпа балет театрне те, «Шупашкар-Арена» пăр керменне те çитсе курнă.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. «Ку эрнере районсемпе хуласенче 150 ушкăн рейда тухнă. ШĔМ, Транспорт, Экономика министерствисем уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Икĕ уйăх çурă хушшинче Улатăр, Элĕк, Вăрмар, Шăмăршă, Канаш районĕсенче йĕркеленĕ ятарлă ушкăнсем 20-21-шер протокол çырнă», — терĕ вăл.

www.hypar.ru Фото m24.ru

 

Рубрика: