Комментари хушас

17 Юпа, 2020

"Кӗтӳҫ" спектакль премьери иртрӗ

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ "Кӗтӳҫ" спектакль премьери иртрӗ. Режиссерӗ - Василий Иванов, илемлӗх ертӳҫи - СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.

Яланхи проблемӑсем ҫуталчӗҫ теме пулать ҫак ӗҫре: ашшӗсемпе ачисем, юрату, социаллӑ танмарлӑх, ӗҫкӗҫсем.

Тӗп сӑнар - Петрович. Ялта ӑна Михха та, Миша пичче те тесе чӗнеҫҫӗ. Официаллӑ вара - Михаил Петрович Борисов, тахҫан шкулта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ, халӗ вара - кӗтӳҫ.
Вӑл Шекспирӑн «Король Лирне», Лермонтовӑн тата ытти поэтсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ, анчах кун пирки никама та каламан. Шӑпа ӑна юратнӑ хӗрӗпе пулма паман, Верӑна Миххапа пӗр класра вӗреннӗ Владимир Семенович вӑрласа кӗнӗ. Ҫапла юратнӑ чунсем пӗрле пулайман.
Владимир Семенович пуян бизнесмен пулнӑран хӗрӗ валли те укҫаллӑ мӑшӑр шырать. Анчах Светӑн савни пур, кӗсйи хулӑн пулмасан та килӗштерет ӑна хӗр. Шел, ашшӗ ҫакна пачах ӑнланасшӑн мар.

Пуянсен умӗнче пур ҫул та уҫӑлать. Чухӑннисен вара вӗсене куҫран пӑхса ҫеҫ пурӑнмалла. Анчах тӗп сӑнар Михха, кӗтӳҫ ҫеҫ пулсан та, никамран та хӑрамасть. Чӑнлӑха калама шикленменнине ӗҫрен кӑларса янине пӑхмасӑр тӳрӗ чунлӑ вӑл. Владимир Семенович бизнесменпа тахҫан пӗр класра ӑс пухнӑскер, ӑна чылай пулӑшнӑ, унсӑрӑн лешӗ вӗренеймен те пулӗччӗ. Анчах халӗ чухӑн кӗтӳҫе сывлӑх сунма та хӑтланмасть хайхискер.

Ӗҫкӗҫсен сӑнарӗсемсӗр пӗр спектакль те иртмест пулӗ. Мӗн тӑвӑн, чӑвашӑн кун-ҫулӗ ҫапла-ҫке. Кӗтӳҫ хӑй те, паллах, хаяррине сыпкалама юратать. Вӑл пӗчченех пурӑннӑран ӗҫкӗпе никама та тарӑхтармасть, кулянтармасть тейӗпӗр, хӑйне ҫеҫ сиен тӑвать. Анчах авланнӑ арҫын ӗҫкӗпе аташни - ҫемьешӗн хурлӑх. "Ӗҫмелле мар, ӗҫмелле мар! Эсир вара... хӗвел тухнӑ-тухманах ӳсӗр", - тет арӑмӗ упӑшкине ятланӑ май. "Пирӗн ҫемьери пекех", - шухӑшлать ӗнтӗ хӑшӗ-пӗри ҫакна курнӑ май.

Ҫапах та спектакль ырӑпа вӗҫленет. Ытла та ансат пек туйӑнсан та ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ: Света та юратнӑ каччипе пулать, Вера Петровна та  мӑшӑрӗнчен уйрӑлса Михаил Петровичпа тинех телей тупать. Вӑл ҫеҫ те мар, чухӑн кӗтӳҫрен Михха, хӑйӗн куҫару уҫне пула, пуяна ҫаврӑнать. Эппин, куракана спектакль ырра шанма вӗрентет. Пурнӑҫӑн саккунӗ вара ҫапларах: мӗне шанатӑн, ҫавӑ пурнӑҫланать.

www.hypar.ru Сергей АЛМАЗОВ сӑн ӳкерчӗкӗ.

Рубрика: