Комментари хушас

19 Юпа, 2020

Кунта пульăсем шăхăрман, юн юхман пулин те…

Сăр тата Хусан оборона чиккине тунăранпа 80 çул çитет те — республикăра çитес çула çак пулăма халалланă май ăна паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисен марафонĕ пуçланать. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Алла Салаева вице-премьер пĕлтерчĕ.

«Кунта юн юхман, пульăсем шăхăрман…» - канашлура Пăрачкав районĕнче çуралса çитĕннĕ Николай Майоровăн сăввине итлеттерчĕç те — чăннипех чуна пырса тивмелле йĕркесем. Кунта тăшман çитеймен, анчах сыхлăх сооруженийĕсем чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. 

Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче — ĕçри паттăрлăха халалланă палăк çĕклесси. Вăл Куславкка районĕнче федераци трасси çумĕнче пулмалла. Олег Николаев палăртнă тăрăх, федераци шайĕнчи çак монумент туристсене илĕртме те пулăшмалла. Анчах оборона сооруженийĕсем пулнă районсенче те çак паттăрлăха халаллăн объектсем кирлĕ — вырăнсенчи влаçсен ертÿçисене çакăн пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Ку республика хăнисемшĕн кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ — «шухăшласа кăларни мар — чăн истори».

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хирти ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Ĕççи вĕçленнĕ теме юрать ĕнтĕ. Пухсе кĕртмелли купăста, çавăн пекех сахăр кăшманĕ, хĕвел çаврăнăш, рапс кăна тата кăшт юлнă. Республика кăçал пÿлмесене 954,8 пин тонна тĕш тырă хывнă — 1992 çулхи рекорда /ун чухне кăтарту миллион тоннăран иртнĕ/ кăшт кăна çитеймен. Тăватă район тÿпи çак кăтартура уйрăмах пысăк. Елчĕксенсен – пушшех: 87 пин тонна – район çакăн чухлĕ тырă пухса кĕртни хальччен пулман. Ял хуçалăх ведомствин ертÿçи çак самант çинче те чарăна тăчĕ: фермерсенчен нумайăшĕ хăйсем пухса кĕртнĕ тырă калăпăшĕ тĕлĕшпе тĕрĕс кăтартусем памаççĕ-мĕн. Хăш-пĕр районта хресчен хуçалăхĕсем кăтартусене вуçех пĕлтермеççĕ. Вĕсен «курăнман» çав цифрисене хушнă пулсан, тен, миллион тонна та пулатчĕ пуль.

Министр ял çыннисем кăçал выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ. Утă пĕлтĕрхипе танлаштарсан 118% чухлех. Сенажпа силос та иртнĕ çулхинчен нумайрах хывса хăварнă. Кашни условнăй выльăх пуçне 25 центнерт апат кирлĕ, чăннипе вара 30 центнер патнеллех хатĕрленĕ.

Çапах ĕçлемелли нумай-ха. Сергей Геннадьевич минерал удобренийĕсемпе усă курассине ÿстермеллине палăртрĕ. Кăтарту пысăкланса пырать. Пĕлтĕр кашни гектар пуçне 34 килограмм хывнă, кăçал çак кăтарту 40 килограмм патнелле пулать. Наука вара 65 килограмм хывма хистет. Çак шая çĕкленни тыр-пул тухăçне тата пысăклатма май парĕ.

Аграрисем техникăна çĕнетсе пыни савăнтарать — ку енĕпе патшалăх пулăшнин витĕмĕ куçкĕрет. Кăçал 114 трактор, 47 комбайн туяннă. Юлашки виçĕ çулта техникăна çĕнетесси 1,6 хут ÿснĕ, апла пулин те республикăн ял хуçалăхĕ лаша вăйĕсен шучĕпе юларах пыни пурпĕр сисĕнет — малалла ĕçлемелле.

Шалу пирки те сăмах пулчĕ — вăл пысăкланса пырать, 24,2 пин тенкĕрен иртнĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ пирки каланă май вара министр тĕш тырăн сутăн илмелли хакĕ аваннине палăртрĕ. Анчах çакă çăнăх хакне те пысăклатать, ку вара çăкăра хаклатасси те часах. Çавна май Олег Николаев ку ыйтăва пайăррăн тишкерме сĕнчĕ, çăкăр хакне хальхи шайрах упраса хăвармашкăн патшăлăх енчен йышăнмалли мерăсене палăртмаллине çирĕплетрĕ.

Республикăн адреслă инвестици программине мĕнле пурнăçланипе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Программăра пĕтĕмпе 5 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 67 об±ект - çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарассинчен тытăнса садиксем тăвасси таран. Шел те, вĕсем валли уйăракан укçапа усă курасси самай «уксахлать»: хальлĕхе — 37,7% шайĕнче кăна. Вĕрентÿ сферинче çак кăтарту 46% пулсан, коммуналлă хуçалăхра — пĕтĕмпе те 6,4, пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче 12,8% кăна.

Сăлтавĕсем паллă: подрядчиксем тÿрĕ кăмăллă пулманни, проектпа смета документацийĕн пахалăхĕ тивĕçтерменни тата ытти те. Олег Николаев чылай объект тĕлĕшпе «алă вĕççĕн» ĕçлеме тивнине кăмăлсăрланса палăртрĕ: «Укçа пур çĕртех унпа вăхăтра усă курманнипе çырлахма юрамасть». Вăл Çул-йĕр фончĕн укçине ĕçе хывни пирки те сăмах пуçарчĕ. Пĕтĕмпе 5,7 миллиард тенкĕ, ултă теçетке объект, вĕсене хута ярас енĕпе аван ĕçлени куçкĕрет. Çак кунсенче, сăмахран, М-7 автомагистралĕн 17 километр тăршшĕ çĕнетнĕ сыпăкне уçнă. Анчах пĕр объект тĕлĕшпе ăна вăхăтра хута ярас енĕпе çивĕчлĕх пур иккен.

Строительство министрĕ Александр Героев инвестпрограммăра палăртнă ĕçсем халь пĕрлехи заказчик урлă пурнăçланнине аса илтернĕ май каларĕ: «Никĕс, стенасем тĕлĕшпе пĕтĕмпех пурнăçлăпăр, анчах ытти тивĕçлĕ ведомствăсем çинчех юлать». Çав шутра, калăпăр, объектсене оборудованипе тивĕçтересси. Олег Николаев та асăрхаттарчĕ: ĕçсене пĕрлехи заказчик урлă централизацилени тивĕçлĕ ведомствăсен яваплăхне пăрахăçлапмасть — объектсене вăхăтра хута ярассишĕн вĕсен те тăрăшмалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.