Комментари хушас

19 Юпа, 2020

Баскетболра çĕнтернĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Шупашкар хурчкисем» баскетбол команди Курск хулинче Раççей чемпионатне хутшăннă.

Пĕрремĕш матчра «Русичи» командăпа вылянă пирĕн ентешсем. Тĕл пулу пуçламăшĕнчех Сергей Худев вĕренекенĕсем лайăх выляма тытăннă. Шупашкар команди 99:75 шутпа çĕнтернĕ. Пирĕн командăна пуринчен ытла очко илсе килекенĕ — Евгений Богдан /16/, ун хыççăн — Антон Богдан /15/, Дмитрий Лисицкий /15/ тата Александр Билле /15/.

Çитес вăйăсем Шупашкарти Маунтинбайк аталанăвĕн центрĕнче юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче тата чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртмелле.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: