Комментари хушас

20 Юпа, 2020

Литература музейĕ 80 çулхи юбилейне уявларĕ

Паян Шупашкарти Литература музейĕ 80 çул тултарчĕ. Çавна май унта хăйне евĕрлĕ акци – Парнелÿ кунĕ – иртрĕ.

Чи малтанах Чăваш Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова сăмах каларĕ, Литература музейĕ нумай çул хушши лайăх ĕçлени пирки пĕлтерчĕ. Паллах, пирĕн каламаллисем татах пурччĕ, анчах хальхи лару-тăрăва шута илсе уява кĕскен ирттерме тиврĕ. Литература музейĕн ертÿçи Ирина Оленкина калаçăва малалла тăсрĕ. Юхма Мишши çыравçăна, унтан ЧР Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн пуçлăхне Лидия Филипповăна, чăваш халăх поэтне Юрий Сементере, "Хыпар" издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумне Геннадий Максимова тата ыттисене те сăмах пачĕç... Геннадий Аркадьевич хăйĕн калаçăвне çапла вĕçлерĕ: "Литература музейĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне чăваш çыравçисен хăйсен çурчĕ пулмалла!" Хăнана килнĕ писательсем тата хăнасем çапла каланине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Уяв лайăх, ăшă кăмăлпа вĕçленчĕ.

Сăн ÿкерчĕксем кунта...

www.hypar.ru

 

 

Рубрика: 
Теги: