Комментари хушас

20 Юпа, 2020

Вӑрнарти 1-мĕш шкул ачасене йышӑнма пуҫларĕ

Паян ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Йĕпреҫ тата Вӑрнар районĕсенче ĕҫлĕ ҫӳревре пулчĕ.

Олег Алексеевич Йĕпреҫ районĕн тĕп больницинчи тата физкультурӑпа сиплев комплексĕнчи юсав ĕҫĕсем епле пынипе паллашрĕ. Асӑннӑ ыйтусемпе ятарлӑ канащьу ирттерчĕ. Ку объектсенче ĕҫсем кая юлса пынине палӑртрĕ. Малашне ĕҫ-хĕле урӑхларах йĕркелемеллине асӑнчĕ.

Вӑрнарти 1-мĕш шкулта вара ПМК-8 строителĕсем тӑрӑшнипе ĕҫе палӑртнӑ вӑхӑта вĕҫленĕ. Кунта вĕсем каҫхи 9 сехетченех ĕҫленĕ-мĕн. Паянтан ачасем парта хушшине ларнӑ. Ҫавӑнпа вĕсемшĕн паянхи кун авӑн уйӑхĕн 1-мĕшĕнчен те савӑнӑҫлӑрах. Шкулта 800 ача икĕ сменӑпа вĕренет. Акт, спорт залĕсене, столовӑя ҫĕнетнĕ. Классем ҫутӑ та хӑтлӑ. Ачасем те, ашшĕ-амӑшĕ те кӑмӑллӑ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.