Комментари хушас

30 Юпа, 2020

Шупашкарти кинофестивале тинех кĕтсе илтĕмĕр

Чăнах чылай вăхăт кĕттерчĕ вăл. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуркуннех кĕрлесе иртмелли кинофорум паян çеç уçăлма пултарчĕ. Айăпĕ йĕркелÿçĕсенче мар, тĕнчипех алхасакан коронавирус амакĕнче. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 13-мĕш кинофестивале Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче, санитари хăрушсăрлăхĕсене тĕплĕн пăхăнса, «симĕс çутă» пачĕç. Халăхсен тата регионсен фильмĕсене халалланă кинофорума Дмитрий Астрахан режиссерăн «Судьба диверсанта» киноленти уçрĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă ĕçе чăн пулнă самантсене тĕпе хурса ÿкернĕ.

Ун умĕн кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев килсе çитрĕ. Олег Алексеевич халăх уйрăмах килĕштерсе çÿрекен мероприяти ертÿçисене тав турĕ, çак ĕçре уйăрăмах палăрнисене «Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул» астăвăм медалĕпе наградăларĕ. Çак хисепе Шупашкарти кинофестивалĕн программа директорĕ тата илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев, Туризмпа культура информаци центрĕн директорĕ Максим Матросов, асăннă центр методисчĕ Лариса Захарова тивĕçрĕç. Регион ертÿçи çавăн пекех фестивалĕн хисеплĕ хăнине, РСФСР халăх артисткине Светлана Немоляевăна Шупашкар кинофестивалĕн ятарлă парнипе — «Анне» статуэткăпа — чысларĕ.

Фестиваль чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырĕ. Яланхи пекех илемлĕ тулли метражлă фильмсен тата халăхсен тата регионсен фильмĕсен конкурсĕсем иртĕç. Пĕрремĕшне Раççейре, Беларуçре, Кăркăсстанра, Кăнтăр Корейăра ÿкернĕ 11 картина хутшăнĕ. Тĕп конкурсăн жюри председателĕ — Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Дмитрий Астрахан режиссер. Иккĕмĕш конкурса çĕршыври 14 регионти 24 картинăна тăратнă. Ун жюрине Лариса Садилова режиссер ертсе пырĕ.

Çавăн пекех куракансем валли ытти программа та — «Жюри членĕсен парнийĕ», «Кино — ачасене», документлă фильмсем — пулĕç. Студентсем ăсталăх класĕсене, кинофорума килсе çитнисем «çавра сĕтелсене» хутшăнĕç. Мероприятисем Шупашкарта çеç мар, районсенче те иртĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: