Комментари хушас

2 Чÿк, 2020

Сĕнтĕрвăрри хулине хăтлăлатасшăн

Сĕнтĕрвăрри хули туристсене илĕртекен вырăн пулса тăмалла. Çавна май ăна мĕнле хăтлăлатасси пирки калаçу иртмелле.

Хула пуласлăхĕ тата унăн историлле пайĕ пирки шухăшлакансене чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче 12 сехет тĕлне «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексне (Сĕнтĕрвăрри хули, Николаев урамĕ, 91В çурт) чĕнеççĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Мустаев палăртнă тăрăх, тĕл пулса калаçассин тĕллевĕ — çынсем тăван хулан пуласлăхне мĕнле курни çинчен пĕлесси. Унтан çак программăна тĕпе хурса Аталану концепцине хатĕрлĕç.

Семинар ĕçне архитекторсем, дизайнерсем, пирĕн районти тата хулари хастар çынсем хутшăнĕç, — пĕлтерчĕ Владимир Николаевич. — Çакнашкал ĕç формипе малашне хальхи туризм отрасльне аталантарас ĕçре усă курасшăн. Çавăн пекех палăртмалла, Чăваш Ен Правительстви шыв туризмне аталантарасшăн, çитес çулах пысăк хăвăртлăхлă карапсем туянасшăн. Сĕнтĕрвăрри хули пĕчĕк хуласене аталантарма хатĕрленĕ проектпа çĕнтерчĕ. Палăртнă ыйтусене пурнăçа кĕртессипе пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле.

www.hypar.ru Moygorod-online.ru

Рубрика: