Комментари хушас

5 Чÿк, 2020

М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне Питĕр, Мускав, Волгоград артисчĕсем хутшăнĕç

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тинтерех балет фестивалĕ вĕçленчĕ. Çитес вăхăтрах, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче, СССР халăх артисчĕ М.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери фестиваль пуçланĕ. Вăл чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ытти чухне балет фестивальне çуркунне, опера фестивальне кĕркунне ирттерекенччĕ. Кăçалхи кăткăс лару-тăрура икĕ уява умлă-хыçлă йĕркелеме тивет.

Опера фестивалĕн программине Итали композиторĕсен ĕçĕсене кĕртнĕ. Сăмах май, культурăн çак тĕсĕ шăпах çав тăрăхра çуралса тĕнчипех сарăлнă.

Фестиваль «Капулетти и Монтекки» /В.Беллини/ çĕнĕ ĕçпе уçăлĕ. Программăна çавнашкалах «Аида», «Бал-маскарад», «Реквием» /Дж.Верди/ спектакльсене кĕртнĕ.

Театрăн тĕп режиссерĕ Максим Жучин каланă тăрăх, «Аида» оперăра Питĕрти Мариинка театрĕн артисчĕсем — Мария Баянкина, Ахмед Агади, Юлия Маточкина, Ярослав Петряник — сцена çине тухĕç. Ытти спектакльте те хăнасене курма май пулĕ. «Бал-маскарад» операра Анна Маркарова, Роман Бурденко /Мариинка театрĕ/, Алексей Михайлов /Царицын опери/, Олеся Петрова /Михаил театрĕ/ хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнлĕç. «Реквием» ĕçре Мария Баянкина, Илья Банник /Мариинка театрĕ/, Олеся Петрова /Михаил театрĕ/, Илья Селиванов /Пысăк театр/ тĕп партисене юрлĕç.

Гала-концертра фестиваль вăхăтĕнче кураканăн кăмăлне тупнă юрă ăстисен тата Е.Колобов ячĕллĕ Мускав театрĕн Çĕнĕ опера артисчĕсен Виталий Ефановăн тата Марина Ефановăн пултарулăхĕпе киленме май пулĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Рубрика: