Комментари хушас

6 Чÿк, 2020

Çĕмĕрле тăрăхĕн аталану малашлăхне сÿтсе яврĕç

Паян Экономикăн Аслă канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна канаш председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пычĕ. Унта Çĕмĕрле районĕпе хулин аталану малашлăхне сӳтсе яврĕç.

Çав тăрăхра пурăнакансене пăшăрхантаракан ыйтусене татса памалли çулсем пирки те калаçрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан хальхи лару-тăрăва тата мĕнле резервсем пуррине тишкерме сĕнчĕ, унтан вĕсемпе еплерех усă курмалли пирки план хатĕрлемелле терĕ. Çĕмĕрлесене хумхантаракан самантсенчен пĕри — хулана ăшăпа тивĕçтересси. ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Александр Героев пĕлтернĕ тăрăх, Çĕмĕрле хулинчи ăшă сечĕсене 2022 çул вĕçленнĕ тĕле тĕпрен çĕнетесшĕн. Вăл хальхи вăхăтра ăшă сечĕсен строительствин проектпа смета документацине хатĕрлес ĕç вĕçленсе пынине палăртрĕ. Ăшă ыйтăвне татса парсан хулана шывпа тивĕçтерес тытăма модернизацилеме тытăнасшăн.

Ларура çавăн пекех Çĕмĕрле районĕнчи çивĕч ыйтусене те сӳтсе яврĕç.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: