Комментари хушас

10 Чÿк, 2020

Вĕренӳ кĕнеки ачасемшĕн кăсăклă пулмалла

Вĕрентӳ институтĕнче шкулсем валли чăваш чĕлхи учебникĕсем кăларассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ. Ăна вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

Унта культура министрĕ Светлана Каликова, информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юлия Стройкова, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, Шупашкарти вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров, шкул, библиотека ертӳçисем, вĕрентӳ институчĕн ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Вĕрентӳ министерствин ĕçченĕ Ирина Степанова пĕлтернĕ тăрăх, вĕренӳ кĕнекисем туянма республика бюджетĕнче 57 миллион тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 3 миллион тенкине чăваш учебникĕсем кăларма усă курнă. Кăçал, калăпăр, 6 пин ытла кĕнеке кун çути курнă. Анчах шкулсене вĕренӳ кĕнекисемпе çителĕклĕ тивĕçтереймен.

Алла Леонидовна палăртнă тăрăх, шкул учебникĕсем илĕртӳллĕ те кăсăклă пулмалла, вĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрлемелле. «Кĕнеке хатĕрлес ĕçе учительсемпе методистсене кăна мар, тĕпчевçĕсемпе ашшĕ-амăшне те явăçтармалла, ачасен шухăшĕпе кăсăкланни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кăткăс учебниксемпе ачасене чăваш чĕлхине, ун культурине юратма вĕрентеймĕн», — терĕ вăл.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: