Комментари хушас

11 Чÿк, 2020

63 çул пĕр пĕрле

Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мамири Николаевсем 63 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ.

Петр Николаевич шкулта 50 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пулас мăшăрĕпе Надежда Алексеевнăпа учительсен семинарĕнче паллашнă. Вăл та çитĕнекен ăрăва чăваш чĕлхипе литературине ăса хывма пулăшнă.

1958 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. Тăватă ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Юратнă ĕçре, туслă çемьере вăхăт иртни те сисĕнмен. Халĕ ветеран-педагогсем тахçанах тивĕçлĕ канура. Çапах килте тунсăхласа лармаççĕ. Петр Николаевич ял клубĕ çумĕнчи халăх ансамбльне çӳрет, музыка инструменчĕ калать, паллă классиксен сăввисене вулама килĕштерет. Надежда Алексеевна та вырăнти «Пурăнар» ветерансен ансамблĕнче юрлать.

Хисеплĕ ватăсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Вĕсене савăнмалăх мăнуксем çитĕнеççĕ. «Эпир яланах пĕрле пулма, пĕр-пĕрне итлеме тăрăшнă, ачасене юратнă», — теççĕ Николаевсем çемье телейĕ пирки ыйтсан.

www.hypar.ru