Комментари хушас

11 Чÿк, 2020

Яваплăха туймасан чарусене хытарасси те часах

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче темиçе саккун проектне тата Правительство йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессине ырларĕç.

Анчах калаçăва Олег Николаев коронавирус теминчен пуçларĕ. Республикăра лару-тăру çивĕчленсех пыни çинчен каланă май вăл чару мерисене пăхăннине тĕрĕслекен мобильнăй ушкăнсен ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕ. Ку чи малтанах общество апатланăвĕн предприятийĕсене пырса тивет: чарусене пăхмасăр вĕсенчен чылайăшĕ çĕрле те, 23 сехет хыççăн, ĕçлет. Малашне те яваплăха çаплипех туймасан вĕсем тĕлĕшпе, Олег Алексеевич шучĕпе, чарусене хытарма та тивĕ.

Влаç çак утăма тусан вĕсемех кăмăлсăр пуласси паллă, апла тăк мĕншĕн халь йĕркене пăхăнмаççĕ? Сывлăх сыхлавĕн тытăмне питĕ йывăр килни вĕсене пачах та пăшăрхантармасть-им? Регион ертӳçи кафе-ресторан тĕлĕшпе паян-ыранах анлă тĕрĕслевсем ирттерме, оперативлă штабăн эрнекунхи ларăвĕ тĕлне ку енĕпе пурнăçланă ĕç пирки тĕплĕ отчет хатĕрлеме хушрĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: