Комментари хушас

12 Чÿк, 2020

Пултаруллă ачасемпе çамрăксене пулăшмалла

Çапла каларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Çĕнĕ Шупашкарти "Кванториум" тенхопаркра çамрăксен хушшинче федераци шайĕнчи грантсен конкурсĕсенче çĕнтернисемпе тĕл пулнă вăхăтра.

Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пирĕн хушăмăрта чăнласах пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ çак тĕлпулу. Вĕсем тĕрлĕ енлĕ - волонтер, патриот, пултарулăх, экологи тата ытти те - проектсем хатĕрлесе Раççей шайĕнче çĕнтереççĕ.

Шкул ачисем те вĕсенчен юлмаççĕ. Сăмахран, Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Иван Иванов 10-11 классенче вĕренекенсен хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри "Большая перемена" конкурсăн супер финалĕнче çĕнтерсе 1 миллион тенкĕ премие тивĕçнĕ.

Шăпах ăна тата ытти хастар çамрăкпа шкул ачине Тав хучĕсемпе чысларĕ те Олег Николаев. Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшма хатĕррине палăртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, ыттисем те çамрăксен пархатарлă пуçарăвĕсене ырласа йышăнчĕç, ку енĕпе тата çине тăрса ĕçлемеллине асăнчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: