Комментари хушас

12 Чÿк, 2020

Коронавирус хӑрушлӑхӗ чакман-ха

Тӗрӗссипе, лару-тӑру ҫивӗчленсех пырать. Ҫӗнӗ инфекци ернисен шучӗ, шел те, кунсерен ӳсет.

Чире сарӑлма чарас тӗллевпе тӗрлӗ мера йышӑнма тивет. Тӗслӗхрен, ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн общество апатланӑвӗн объекчӗсен 23 сехет хыҫҫӑн хупӑнмалла. Анчах та ӗнерхи тӗрӗслев йӗркене пӑхӑнманнисем те пуррине тупса палӑртнӑ.

Ҫак сферӑра ӗҫлекенсене коронавирус кӑларса тӑратакан хӑрушлӑх чӑннипех те пысӑккине тӗплӗнрех ӑнлантарса парас тӗллевпе паян ЧР Министрсен Канашӗн Председателӗн заместителӗ - экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов канашлу ирттерчӗ.

"Предприятисене хупасси пирӗн тӗллев мар. Анчах та пӗри е тепри ҫирӗп йӗркене пӑхӑнманни пӗтӗм отрасле шар кӑтартма пултарать", - асӑрхаттарчӗ министр.

Сӑмах май, общество аратланӑвӗн объекчӗсен 23-6 сехетсенче ӗҫлеме юрамасть. Йӗркене пӑхӑнманнисемшӗн ҫирӗп яваплӑх палӑртнӑ.

Тӗп хулари кафе менеджерӗ Марина Абрамова пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫирӗп пӑхӑнма тӑрӑшать, ҫынсене те маска тӑхӑнмалли, алӑсене ҫумалли ҫинчен асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. "Ҫакнашкал йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑх пуласса шанатпӑр. Тупӑш чакрӗ паллах. Анчах та сывлӑх хаклӑрах", - терӗ вӑл.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Рубрика: