Комментари хушас

17 Чÿк, 2020

Бюджетшăн та, çăмăллăхсемшĕн те — «симĕс çутă»

Йăлана кĕрсе пырать теме те юрать — Патшалăх Канашĕн ытларикунхи черетлĕ 45-мĕш сессийĕ ансăр йышпа иртрĕ: коронавирус хăрушлăхне пула хăнасене те, прессăна та йыхравламан. Анчах ку депутатсен ĕç тухăçлăхне витĕм кÿмерĕ темелле — сÿтсе явма палăртнă ыйтусене кăнтăрла иртнĕ тĕлех тишкерсе пĕтерчĕç.

Кун йĕркинче те чи малтан пандеми теми пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов инфекципе çыхăннă лару-тăрупа, ку енĕпе йышăнакан мерăсемпе паллаштарчĕ. Ыйтусем пулчĕç. Калăпăр, коронавируса хирĕç вакцинаци хăçан пуçланасси пирки. Министр палăртнă тăрăх, чи малтан медиксене прививка тăвĕç — ыттисем тĕлĕшпе уçăмлăх çук-ха.

Чăваш Енĕн 2020 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртес ыйтупа финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ. Вĕсене Правительство ларăвĕнче тĕплĕ тишкернĕ май сĕнекен тÿрлетÿсемпе «Хыпар» паллаштарнăччĕ — тепĕр хут аса илтерме кирлех мар-тăр. Бюджет тупăшĕ 8,2 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пысăкланать. Михаил Геннадьевич çирĕплетнĕ тăрăх, хамăрăн иккĕмĕш кварталти тупăшсемпе çыхăннă çухатусен тĕп пайне 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх саплаштарма май килнĕ. Апла пулин те хамăр ĕçлесе илекен тупăш палăрмаллах, 1,3 миллиард тенкĕлĕх, пĕчĕкленет, халь хушăнакан укçа вара — федераци бюджетĕнчен уйăраканни. Çав шутра — троллейбуссем туянма паракан 1,2 миллиарда яхăн тенкĕ.

Тÿрлетÿсем тĕлĕшпе тавлашу пулмарĕ. Тепĕр тесен, сăмах илекенсем пулмарĕç теме те юрать. Владимир Михайлов депутат кăна саккун проектне ырласа каларĕ: «Пĕчĕк бизнеса çапла пĕр миллиард тенкĕ парса пулăшнине астумастăп». Сăмах май, Михайлов сессире питĕ хастар пулчĕ — темиçе ыйтупа сăмах илчĕ. Çак хастарлăх хăйĕншĕнех кутăнла çаврăнса тухрĕ темелле — ăна вырăна лартакан тупăнчĕ. Ку налук саккунĕсене улшăнусем кĕртес ыйтăва тишкернĕ май пулчĕ.

Çав улшăнусемпе те Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Сăмах пĕчĕк тата вăтам бизнеса налук çăмăллăхĕсем парасси пирки пырать. Вĕсем пирки те пирĕн хаçат тĕплĕ каласа панă. Михайлов ку хутĕнче те тибуна умне тухрĕ. Бизнеса пулăшнине тĕпрен илсен ырланипе пĕрлех вăл пĕр саманта, пин тăваткал метр таран сут-илÿ лаптăкĕсене çăмăллăхсăр хăварнине, сивлерĕ. Ун шучĕпе, вĕсене те тĕревлемелле. Ку Петр Краснов депутата килĕшмерĕ. Вăл Михайлов хăй шăпах суту-илÿ çурчĕн хуçи пулнă май ăна сессире хăйĕн интересĕсене лоббиленĕшĕн айăпларĕ — апла хăтланни, ун шучĕпе, аван мар.

Олег Мешков сĕнÿсене мухтарĕ, ун шучĕпе, пурлăх налукĕсене пурлăхăн кадастр хакне кура палăртни вырăнлă — çапла тусан никашăн та кÿренмелле пулмĕ. Анчах пурлăх хакне тĕрĕс палăртмалла. Хальлĕхе, шел те, апла мар. Çак ÿпкеве финанс министрĕ те хирĕçлемерĕ. Вăл нумай предприниматель налукçăсемпе судлашнине пĕлет — выляса илеççĕ: «Судсем вĕсен енне тăраççĕ тĕк, эппин, кадастр хакне палăртас тĕлĕшпе чăннипех çитменлĕхсем пур — тĕрĕс виçе палăртасси йĕркене кĕмелле».

Саккун проектне «майлă» 39 сасăпа ырларĕç. Хирĕççи — пĕртен-пĕр сасă. Дискусси мĕнлерех аталаннине кура хирĕççи кам пулнине тавçăрма йывăр мар. Анчах ку саккун проекчĕн пирвайхи вулавĕ кăна пулчĕ-ха. Пăнчă лартасса кĕтме тивĕ — тепĕр сессиччен. Вăл çак уйăх вĕçĕнче пулмалла. Апла-и, капла-и — бизнес чăннипех пысăк çăмăллăхсем илет, влаçсем çакă экономика аталанăвне курăмлă витĕм кÿрессе шанаççĕ.

Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй пуканĕ чылайранпа пушă — халь ăна кам йышăнма пултарасси уçăмланчĕ. Патшалăх Канашĕн регион уполномоченнăйĕн кандидатурине Раççей омбудсменне сĕнсе унпа çураçу тупмалла. ЧР Пуçлăхĕ çак должноçа Сергей Романов кандидатурине сĕнет — ăна итлерĕç. Хăйĕн биографийĕпе паллаштармарĕ, анчах, эпир пĕлнĕ тăрăх, унччен вăл прокуратурăра ĕçленĕ, шăпах прокурор опычĕ çын прависене хÿтĕлес ĕçре пулăшасса шанать. Сергей Валерьевич республикăн унчченхи омбудсменĕсем ĕçе пысăк шайра йĕркеленине палăртрĕ, çав шая тивĕçтерме тăрăшмашкăн шантарчĕ. Хăйĕн ĕçĕнче граждансен ыйтăвĕсене тĕпе хурасси пирки каларĕ, ку енĕпе, паллах, патшалăх органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле. Депутатсене килĕшрĕ пулас — хирĕçлекен пулмарĕ.

Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕн ĕçĕ çинчен унăн ертÿçи Эльвира Максимова каласа пачĕ. Ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарнипе пĕрлех вăл умри тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çав шутра — çитес çулхи çыравсем. Ака уйăхĕнче пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмеле. Пуш уйăхĕнче — ял хуçалăх çыравĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç — экономика çыравĕ.

Анчах статистка органĕн кунсăр пуçне те ĕç калăпăшĕ пысăк. Уйăхсерен е çулталкра темиçе хут тĕрлĕ тĕпчев ирттереççĕ — çынсен социаллă лару-тăрăвне хаклакан кăтартусене пухнинчен тытăнса ĕç укçин виçине пĕтĕмлетни таранах. Потребитель рынокĕнчи хаксене сăнаса пынă май пăхакан таварсен шучĕ 7,8 пинрен те иртет. Доклад тулли пулчĕ — депутатсем ăна шута илчĕç, Эльвира Геннадьевнăна ыйтусем парса тапăнас кăмăллисем тупăнмарĕç.

Сесси Патшалăх Канашĕн Президиумĕн йышĕпе çыхăннă улшăнăва ырланипе вĕçленчĕ. Президиума ПК спикерĕпе унăн заместителĕсем, комитетсен, депутатсен пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тата икĕ депутат кĕреççĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцие халь Николай Николаев ертсе пырать. Сергей Михеев Прзидиумран хăйĕн ирĕкĕпе тухма ыйтса çырнă. Çавна май улшăну тавлашу çуратмарĕ — Николаев парламентăн аслă органĕн йышне кĕчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.