Комментари хушас

26 Чÿк, 2020

«Чăваш хĕрарăмĕ» 47 (1172) № 26.11.2020

Çылăхсăр хĕрарăм…

Чи лайăх шухăшсем пуçа нумай чухне ăнсăртран пырса кĕреççĕ… Акă вулакана Элĕк районĕнчи Шураç ялĕнче пурăнакан Юлия Алексеева çинчен каласа кăтартасси те çаплах пулса иртрĕ. Журналист нумай чухне кăсăклă тема шыраса таçта çитме хатĕр. Сенсаци кирлĕ ăна, паттăрпа паллаштарас килет. Çав вăхăтрах паттăрĕсем хамăр çумрах иккенни аса та килмест…

Икĕ йăх пĕрлешсен

Юнашар вырнаçнă Тавăт ялĕнче 1937 çулта çуралнă вăл. Çав вăхăтра шкула тĕрлĕрен çÿренĕ. Хĕрачан 7 класс таран вĕренме май килнĕ. Ачалăхĕ ыттисем пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлесе иртнĕ. Ялта çуралнă ача-пăча мĕн ĕмĕртен аслисене пулăшма тăрăшнă, вĕсемпе танах уй-хирте пилĕк авнă. Шкултан вĕренсе тухсан вара Юлия Петрова Элĕкри сĕт- çу заводне вырнаçнă. Шурă халат тăхăнса ĕçлесси килĕшнĕ, ахăр, хĕре. Анчах шăпа урăхларах çаврăнса тухнă, каллех çĕр ĕçĕ патне илсе таврăннă.

Ку тăрăхра Тавăт ялĕ яланах тĕп вырăнта шутланнă. Шураçсем унта тÿррĕн çÿреме юратнă. Мăнаçлă çак старик, хитре шур сухаллăскер, стайлăн утса иртнине хĕр пĕрре мар сăнанă. «Мĕнле хитрескер», — куç ывăтнă пике ун енне. Алексей Андреевичăн, ял канашĕнче вăй хураканскерĕн, ĕçе утас çулĕ шăпах Петровсем, ялта вĕсене Чичак ратти теççĕ, пурăнакан урампа иртнĕ. Аслă çулсенчи арçын те сиснĕ хăйне сăнанине, халĕ ĕнтĕ çакна пĕлеймĕпĕр, анчах хăйне Шураçсем калаçма килсен хĕр тĕлĕнсех кайнă: ара, унăн пулас мăшăрĕн ашшĕ — шăпах çав шур сухаллă старик пулнă-тăнă. Унăн Петĕр ятлă ывăлĕпе пике калаçса-çÿресе те курман. Çапах çемье çавăрма килĕшнĕ. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, йĕкĕт ашшĕ пекех пулнă-мĕн — ытармалла мар хитре. Çапла каласа шÿтлет те пулĕ-ха Юлия Петровна. Ĕлĕкрех, аслисем хĕр калаçма пыриччен, пуç тавра çиччĕ çавăрса шухăшланă вĕт. Тăванлашас тенĕ йăха пур енлĕн тишкернĕ. Каччă енчисене хĕр те, тăванĕсем те çырлахтарнă ахăр. Ара, пике вĕреннĕ, яваплă вырăнта тăрăшать. Ратти питĕ ĕçчен. Ывăл енчисем те ăсĕпе палăрса тăнă. Çапла икĕ хастар йăхран тухнă каччăпа хĕр шеп те туй кĕрлеттернĕ. Утас çул çинче мĕн чухлĕ тумхах пуласса çамрăк арăм, паллах, тĕлленмен те… Сăмах май, туй хыççăн çамрăк упăшкаран тăванĕсем мăшăрĕ пирки ыйтсан: «Манăн арăм тĕлĕнмелле хитрескер», — тенĕ Петр Алексеевич.

Шăрçа пек

Хĕрарăм малтанхи вăхăтра ĕçе Элĕкех çÿренĕ-ха. Ун чухне автобус-машина пирки тĕлленмен те. 10 çухрăма яхăн çула кĕскетме велосипед пулăшнă. Анчах çемьере кĕçех пĕр ача хыççăн тепри çуралнă. Мăшăрĕн, бригадирта ĕçлекенскерĕн, колхоз уй-хирĕнче вăхăчĕ нумай иртнĕ. Хĕрарăмăн ирĕксĕрех заводри ĕçне пăрахса яла таврăнма тивнĕ. Юлия Петровна фермăна вырнаçнă.

«Атте питĕ типтерлĕ арçынччĕ, — аса илет халĕ Алексеевсен вăталăх хĕрĕ Елена. — Шаннă тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлатчĕ вăл. Йăлт палăртса пыратчĕ. Унăн ĕç тетрачĕсем упранса юлнăччĕ: почеркĕ — шăрçа пек!»

Хăрах çунатпа…

Икĕ хĕр хыççăн Алексеевсен çемйине аист ывăл илсе килет. Ашшĕн телейĕ — чикĕсĕр, арçын ывăл кĕтет вĕт. Шел те, Леонид çывăх çыннине ас тумасть те. Ашшĕнчен арçын ача — тăватă уйăхра, хĕрарăм виçĕ пепкепе, 35 çулта хăрах çунатпа тăрса юлаççĕ… Мĕн тумаллине те пĕлмест инкекпе хуçăлнă хĕрарăм. Мăшăрĕпе çĕнĕ çурт çĕклеме хатĕрленнĕ вĕсем. Телее, Шоркка ратти, ялта халĕ те çапла каласан пĕлеççĕ вĕсене, туслăхпа палăрнă. Ратăри арçынсем каланă: «Кин, хăвна инкеке хуçма ан пар. Çурта кăçалах çĕклер». Çапла инкеклĕ хăпарать çурт. Кăкăр ачине пула хĕрарăм ниçта та тухса çÿреймест. Акă юлашки пăта çапмалла. Ах, анчах! Ара, çынсене ĕçшĕн тÿлемелле вĕт, укçи вара кассăра, Элĕкре…

Тепĕр кун татăлма шантарать хĕрарăм çынсене. Çук, укçана çав кунах ыйтаççĕ лешсем. Ыйтаççĕ тĕк — тÿлес пулать. Кĕçĕннисене асăрхама аслине Линăна шанса хăварса хĕрарăм велосипед утланать. Вăл каялла таврăничченех кĕтсе ларать халăх.

Çавăнтан пуçланать те кăмăл çирĕпленесси, вăй-хал аталанасси, кĕлетке-çурăм пиçĕхесси. Ачисемшĕн амăшĕ кăна мар, ашшĕ те пулма тивет вĕт. Вĕçĕмех çынран пулăшу ыйтаймăн. Пур ĕçе те хăй пурнăçлама хăнăхать хĕрарăм. Фермăра тăрăшаканскерĕн ĕçĕ капла та çăмăл пулман-ха, йăлт алă вĕççĕн пурнăçланă вĕт. Çав хушăрах вăрман та касмалла, арман та авăртмалла… Мĕн тетĕр? Арçынсемпе танах пурнăçлать вăл пур ĕçе. Пĕччен хĕрарăма шăши те хÿрипе çапса кÿрентерме пăхать теççĕ. Юлия Петровна, мăшăрĕнчен çамрăклах юлнă пулин те, хăйне тивĕçлĕ тытать, усал ят тухма памасть. Çулăхакан та, ырă шухăшпах пыракан та пулнă паллах. Анчах та амăшĕн пĕр тĕллев — ачасене ура çине тăратмалла. Пĕр тĕслĕх кăна. Кÿршĕ ялти арçыннăн арăмĕ вилсен хайхискер Юлия Петровна патне пырса кĕрет. Урçан кăмăлĕ усаллине пĕлет-ха хĕрарăм. Çитменнине, унăн тепре качча каяс шухăш пуçĕнче те çук. Мĕн тумалла? Хирĕçлесен ÿсĕрскертен мĕн кĕтмеллине кам пĕлет? Пĕтĕм чеелĕхне хута ярать кил хуçи. Арçынпа килĕшем пекки туса ăна килĕнчен çавăтса тухать: «Атя малтан санăн выльăххусене кайса апат парар. Кайран куç курĕ унта». Арçын, те хăюлланма сыпкаласа пынăсер, те капла та хаяррине тиркесех кайманскер, ĕненет, хĕрарăм хыççăн утать. Анчах çав самантра çилĕ вăйлăрах вĕрнĕ-ши — такăнса ÿкет хайхи. Хĕрарăм пĕтĕм вăйне пухса чупать. Килне çитсен алăка шăтăр-шăтăр питĕрсе хурать…

Ĕç ачисем «Тухса ÿксенех ĕçе сырăннă пулĕ эпир, — ачалăхне аса илет Елена Петровна. — Аннене мĕн тери йывăр пулнине курса тăраттăмăр. Чăнах та пур ĕçе те пултаратчĕ вăл. Вутăлăх шанкă хатĕрлеттĕмĕр. Купаласа хунăскерне эрнерен кайса илеттĕмĕр. Анне лаша илсе килетчĕ. Хăех кÿлетчĕ ăна вăл. Уншăн йывăр пулнă-тăр. Эпир вара, ачасем, савăнаттăмăр кăна — лашапа ярăнаттăмăр вĕт! Пирĕншĕн ку çăварни пекех туйăнатчĕ.

Маргарита ИЛЬИНА.


 

Нрлĕ тумтире айне те сарнă

Çак окопсенчен çапăçма тÿр килменшĕн — тавах Турра. /Ватă çынсем каланинчен/

...1941 çулхи юпа уйăхĕ. Республикăри вăй питти арçынсем фронтра тăшмана хирĕç вутлă çулăмра кĕрешнĕ. Çĕршыв чĕри — Мускав — патнелле сĕмсĕррĕн çывхараканскерне тытса чарас тĕллевпе тылра хÿтĕлев стратеги чиккисем çĕклеме йышăннă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев çулĕсене уçăмлатнă май обĕектсене пирĕн республикăра та хатĕрлессине палăртнă.

— Пирĕн тăрăхри çынсем Хусан хÿтĕлев чиккине никĕсленĕ çĕре йышлăн хутшăннă. Вăл шăпах Кĕчкей ял çумĕпех иртсе кайнă. Мухамед патĕнче /ял çывăхĕнчи, Атăл хĕрринчи, пĕр вырăна çапла каланă. — Авт./ 4 дот пулнă. Ял çăви еннелле выртакан çул хĕррипе траншей чавнă, — çапла каласа кăтартать Кĕчкейре пурăнакан, 2001-2017 çулсенче ял вулавăшне ертсе пынă Елена Павлова, вăрçă вăхăтĕнче окоп-дот чавас ĕçе ял-йышĕ еплерех хутшăннине 2010 çултанпа тĕпчекенскер.

Окоп та чавнă, фронта та çитнĕ

— Эпĕ Çатракасси ялĕнче çуралнă. 1941 çулта Иван Григорьевича качча тухрăм. Пире фронта илсе каясшăнччĕ. Анчах çемьери улшăнусене пула — хăварчĕç. Ун вырăнне окоп чавма илсе кайрĕç. Чăнкасси ялĕ çумĕнче ĕçлерĕмĕр. Патюшкасси ялĕнче — пĕчĕкскер вăл, пурĕ те 5-6 кил кăначчĕ — пурăнтăмăр. Пирĕнпе пĕрле Ксения Муштакова тата Егор Анисимов ĕçлетчĕç, ыттисене ас тумастăп. Хĕл питĕ сивĕччĕ. Çĕр хытă шăннипе тăпрана лумпа катма тиветчĕ. 21-23 çулти çамрăк хĕрарăмсем нушалансах чакаланаттăмăр. Иртен пуçласа каçчен ĕçлеттĕмĕр, 2-3 норма тултараттăмăр.

Крахьян аппа патĕнче пурăнаттăмăр, вăл питĕ ăшă кăмăллă кинемейччĕ, — паллашатăп Патюшкасси ялĕнче пурăннă Ульяна Иванова аса илĕвĕпе.

Шел, Ульяна Григорьевна 2019 çулта, 99 çула çитсен, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна тăрăшса вăй хунăран «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă.

— Пирĕн ялтан икĕ бригада пулнă. Ĕçлекенсем киле ан тарччăр тесе, дезертирсенчен сыхланса Кĕчкейсене аяккарах вырнаçнă ялсене, Чăнкасси тата Шупашкар Сĕмел патне, илсе кайнă. Пĕрремĕш ушкăна Григорий Маркелов ертсе пынă, теприне — Роман Гришин. Григорий Гавриловичăн хĕрĕ Апполинария пĕрле ĕçленĕ. Вăхăт иртсен ăна — Пулькка аппа тесе чĕнетчĕç-ха ялта — Роман Дмитриевичăн аслă ывăлĕ Иван качча илнĕ. Шел, нумаях пулмасть мăшăрĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, Иван Романович пурăнать-ха. Унăн йăмăкĕ Анна Романовна хамăр ялах качча кайнă, вăл та тĕрĕс-тĕкелех, — Хусан чиккине хатĕрлеме хутшăннă ентешĕсене, вĕсен тăхăмĕсене алăри пÿрнесем пек лайăх пĕлет Елена Владимировна.

пĕлет Елена Владимировна. — 1941 çул вĕçнелле пире, çамрăк хĕрсемпе каччăсене, Шупашкар Сĕмел ялне ĕçлеме ячĕç. Чÿк уйăхĕччĕ. Ун чухне çĕр çав тери тарăн шăнсах ĕлкĕрейменччĕ. Эпир Чураш çырминчен пысăк чулсем кăлараттăмăр. Çĕр каçма Туппай Сĕмел ялне каяттăмăр. Шыв ăсма каçхине пĕр çухрăмри çăл патне черетпе çÿреттĕмĕр. Çанталăк сивĕтсех пычĕ. Çĕр тарăнрах шăннăран лумпа, калунпа ĕçлеме тиветчĕ. Атте ертсе пыракан бригадăра чылаййăн — 25- ĕн — ĕçлеттĕмĕр пулин те хушнине вĕçленĕ тĕле 9-ăн кăна тăрса юлтăмăр. Чылайăшĕ шăнса пăсăлнипе, тăм илнипе ĕç вырăнне тухаймарĕ. Хушнине пурнăçласан пире парнепе хавхалантарчĕç. Паянхи пек ас тăватăп: преми шучĕпе чечеклĕ хĕрлĕ пурçăн тутăр тата пĕр мăшăр пушмак панăччĕ, — вулавăш ĕçченĕ пухса хатĕрленĕ материалсен хушшинче Апполинария Григорьевна аса илĕвĕпе паллашатăп.

Пулькка 1942 çулхи раштав уйăхĕнче фронта кайнă, аэростатчица тивĕçĕсене пурнăçласа тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Мирлĕ тапхăрта çемье çавăрнă, мăшăрĕпе Иванпа 4 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, 8-9 çул каялла ку тĕнчерен уйрăлса кайнă... Иван Романович, 88 çула çитнĕ кĕрнеклĕ ватă, килĕнчен питех тухса çÿреймест пулин те ăс-тăнĕпе çирĕп. Ашшĕ Роман Гришин Анатри Кушмара ялĕ çывăхĕнче ĕçленине ĕнентерет вăл.

Ирина ИВАНОВА.


 

Чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçакансем

Мĕнле пуян чăваш тĕрри – унта пин-пин çулсен йĕрри... Çак йĕркесен авторĕ – Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри. «Чăваш тĕрри» сăвва тăван халахăн иксĕлми пуянлăхне – тĕрĕ ÿнерне — мухтаса, унпа мăнаçланса шăрçалать вăл. Чăнласах çапла: тĕрĕре – аннен ачаш юрри, тăван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлĕ çутă çăлтăрсем…

Кăçал чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне пуçласа паллă тăватпăр. Уяв тĕлне ЧНК культура комитечĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕ. Чăваш тĕррин кунĕ тĕрре упраса хăварма, çитĕнекен ăрăва тăван культурăна аталантарма, ăстасен пĕлĕвне сарма пулăшĕ. Çакна та палăртса хăвармалла — тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртес тесе комитет «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта тĕпе хурса ĕçлет. Ку ĕç-пуçа пуçарса яраканĕ – Вера Архипова. Проектпа килĕшÿллĕн комитетăн пайташĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ.

Хăйсен кун-çулне чăваш тĕррипе çыхăнтарнисем, наци тумтирĕн маçтăрĕсем тата ăна анлă саракансем – ÿнер институчĕн доценчĕсем Зинаида Вороновăпа Раиса Васильева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова, Роза Степанова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина. Вĕсем ача садне çÿрекенсемпе, шкулта вĕренекенсемпе, чăваш тĕррипе кăсăкланакансемпе ăсталăх урокĕсем час-часах ирттереççĕ. Çамрăксене анатри, тури тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем хăçан мĕнле тум тăхăнса çÿренипе, вĕсен йăли-йĕркипе тата çи-пуç пайĕсемпе тĕплĕн паллаштараççĕ. Чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа параççĕ.

«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр пайĕ – çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшни. Комитет хастарĕсем кашни мероприятирех ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелеççĕ. Кашнинчех халăх йышлă пухăнать.

Вера АРХИПОВА, ЧНК культура комитечĕн ертÿçи.


Амăшĕ

Чăваш çĕршывĕнче мухтавлă Амăшĕ нумай. Вĕсенчен пĕри — виççĕмĕш космонавта Андриян Григорьевича çуратса ÿстернĕ Анна Николаева.

Анна Алексеевна çут тĕнчене 1900 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче килнĕ. Кăçал вăл çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. ЧР хисеплĕ колхозникĕ 4 медале, ЧР Президиумĕн Мухтав хутне тивĕçнĕ. 1985 çулта Анна Алексеевна ятне ЧР Паттăрлăхпа Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. Хастар хĕрарăм пурнăçран 1987 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче уйрăлнă. Эпĕ Анна Алексеевнăна лайăх ас тăватăп. Пĕр ялтах пурăннăран ăна тăтăшах курнă, куçа-куçăн пĕрре мар калаçнă. Унăн 70 çулхи юбилейĕнче пулма та тÿр килчĕ мана.

Анна аппа илемлĕхĕнчен, сăпайлăхĕнчен яланах тĕлĕнеттĕм. Çавăн пек мухтавлă, тĕнчипе паллă космонавт амăшĕ пулсан та мăн кăмăлланмарĕ, пуçне каçăртса ял-йышран пăрăнмарĕ. Шурă, нумай чухне çÿçеллĕ тутăр çыхатчĕ те ял хушшинче ытти хĕрарăм пекех çÿретчĕ. Ывăлĕ тĕнче уçлăхне хăпарнă хыççăн мĕн чухлĕ хăнана йышăнмарĕ пулĕ! Шкул ачисенчен пуçласа çĕршыв шайĕнчи пысăк çынсем таранах. Пирĕн ял чапĕ калама çук çÿле çĕкленчĕ. Кунта Анна Алексеевна тÿпи те пысăк. Тавах ăна пуриншĕн те.

Паян, Анне кунĕ çитнĕ май, Анна Алексеевна аса илĕвĕсем патне таврăнни вырăнлă пулассăн туйăнать. Унăн ылтăн сăмахĕсене вулатăн та куç умне çутă сăнарĕ тухса тăрать. Вăл ачисемшĕн мĕн тери ырă тĕслĕх пулни, пурнăçа тĕрĕс йĕркелесе пыни, йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла ăнтăлни — çаксем пурте куç кĕрет. Ахальтен мар унăн тăватă ачи те чăн-чăн çын пулса ÿсрĕ. Асли Иван ЧР вăрман хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă май, хăй вăхăтĕнче питĕ паллă çынччĕ. Андриян икĕ хутчен вĕçĕ-хĕррисĕр уçлăхпа курнăçса 2 хутчен Совет Союзĕн паттăрĕ ята тивĕçсе çĕр çинче Шуршăл ялĕ, Чăваш çĕршывĕ пуррине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерме пултарчĕ. Петĕр пиччĕшĕ ячĕпе хисепленекен колхоза нумай çул ертсе пычĕ. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Хисеп палли» ордена тивĕçрĕ. Зина ĕмĕрĕпех сывлăх тытăмĕнче вăй хучĕ. Вăл та питĕ хисеплĕччĕ.

Çавăн пек вăл пирĕн Анна Алексеевна. Эпир ăна пĕр иккĕленмесĕрех чăвашсен мухтавлă Амăшĕ теме пултаратпăр.

Шупашкартан, Мускавран, ытти çĕртен миçе журналист, миçе корреспондент килсе калаçмарĕ пуль манпа? Пурте Андриян мĕнле çитĕннине, эпир мĕнле пурăннине пĕлесшĕнччĕ. Пĕтĕмпех паянхи пек ас тăватăп. Пĕтĕм пурнăçăм куç умĕнче. Эпĕ хам та Шуршăл хĕрĕ. Аттепе анне ĕмĕрĕпех хресчен йывăр ĕçĕпе аппаланнă, çавăнпах эпир те мĕн пĕчĕкрен пурнăç тути-масине пĕлсе çитĕннĕ. Килти ĕçсĕр пуçне пĕчĕк укçашăнах пуянсем патĕнче те пилĕк-çурăма сахал мар авнă. Ялта темĕн те пулса иртетчĕ. Чухăнсем, йывăр пурнăçа чăтаймасăр, пăлхавсем çĕклени, кантуртан килсе тустарнисем халĕ те куç умĕнче. Ку пăтăрмахсем çинчен çырса хăварнă документсем те пур.

1922 çулта эпир хамăр ял каччипе Кĕркурипе çемье çавăртăмăр. Эпĕ мăшăрăн пĕчĕк çеç пÿртне пурăнма куçрăм. Пирĕнсĕр пуçне кунта Кĕркурин пиччĕшĕпе Павăлпа аппăшĕ Лиза пурăнатчĕç. Çулсем иртнĕçемĕн ачасем те çуралчĕç пирĕн: Иван, Андриян, Зинăпа Петя. Онрейка, çапла чĕнеттĕмĕр ăна килте, 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче килчĕ çутă тĕнчене. Халĕ пысăк çуртра пĕчченех пурăнатăп та тĕлĕнетĕп: çав пĕчĕк кĕтесре саккăрăн епле вырнаçса пĕтнĕ-ха эпир? Кам кăмака хыçĕнче, кам тĕпелте, кам урайĕнче выртса тăраттăмăр. Пĕчĕккисем йывăç кравать çинчеччĕ.

Ялти ытти çын пекех пурăннă ĕнтĕ эпир те. Кил-йышра яланах килĕшÿ пулнă, пĕрпĕрне хисепленĕ. Кĕркури лăпкă, кăмăллă çынччĕ. Çынран юлас темен — пурте ĕçленĕ. 1930 çулта ялта колхоз йĕркелесе ĕçлеме пуçларăмăр. Кĕркунне 3 лав тырă, выльăхсем валли 3 лав арпа илтĕмĕр. Пирĕн кĕлетре ун чухлĕ тырă-пулă нихăçан та пулман! Пурнăç лайăх енне улшăнма пуçланăччĕ çеç — хăрушă вăрçă пĕтĕмпех пĕтерсе хучĕ. Шуршăл çине те хурлăх йăтăнса анчĕ.

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА хатĕрленĕ. /«Манăн çăлтăрлă ял» кĕнекепе усă курнă/.


Наталья НИКОЛАЕВА: «Анне вăл — юрату»

Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн ертÿçипе Наталья Николаевăпа Амăшĕн кунĕ умĕн тĕл пултăмăр. Ĕçĕ питĕ нумаййине пăхмасăрах «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн редакторĕпе калаçмашкăн вăхăт тупрĕ вăл. Общество пĕрлĕхне ертсе пыраканăн вăхăчĕ хĕсĕккинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Çак должноçе нумаях пулмасть кăна йышăнчĕ пулин те Наталья Алексеевна тÿрех çанă тавăрса ĕçе пикенчĕ. Мероприяти хыççăн мероприяти, канашлу хыççăн канашлу… Хастарлăхпа палăракан çынсем, тĕрлĕ пĕрлĕх ертÿçисем пĕр сĕнÿ хыççăн тепринпе пычĕç. Хĕрарăмсен союзĕ пуçарусене ырласа йышăнчĕ, тĕревлеме шантарчĕ. Капла та нумай проект пурнăçласа пыракан пĕрлĕхре ĕç тата хĕрÿрех йĕркеленчĕ. Çынсемпе тĕл пулса калаçассине, лару-тăрупа вырăна тухса паллашассине тĕп вырăна хурса Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи республикăри пур района та çитме тĕв турĕ. Çакна палăртма кăмăллă — тĕл пулусем питĕ кăмăллă, ăшă, тухăçлă иртрĕç. Малалла ĕçлеме хавхалану кÿчĕç. «Пирĕн пĕрлĕх ĕçне общество шайĕнче йĕркелесе пырать, — пĕтĕмлетрĕ çул çÿреве Наталья Алексеевна. — Çавăнпа хушнипе кăна çырлахаймăн. Пушăпа пĕремĕк политики те — пирĕн валли мар. Çыннăн хăйĕн ĕçĕ ыттисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине курса-туйса тăмалла. Сăмах май, кулленхи пурнăçра хамăр ĕçĕн калăпăшĕ, пĕлтерĕшĕ пирки, тен, шухăшласах та каймастпăр. Акă пĕр районта хĕрарăмсен канашĕ проекчĕсемпе паллаштарнă чухне: «Çакна эпирех тунă-и?» — тесе хăйсем те тĕлĕнчĕç».

Наталья Алексеевнăн татах черетлĕ канашлăва каймаллине кура сăмаха тÿрех ĕç пирки пуçларăмăр.

Наталья Николаева Шупашкарта çуралнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Атăл леш енче иртнĕ — çемье вăл вăхăтра унта пурăннă. Каярахпа, ку тăрăхра шыв илнине пула хваттер парсан, Шупашкара куçнă. Хĕрача тĕп хулари 54-мĕш шкулта вĕреннĕ. Унтан Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ университет/ кĕçĕн классен учительницин дипломне алла илнĕ. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Хусан технологи университетĕнче психолога вĕреннĕ. Ĕç биографине Шупашкарти 45-мĕш шкултан пуçланă.

Скарлетран тĕслĕх илмелле мар

— Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕ, общество организацийĕ пулсан та, курăмлă, вăйлă, социаллă пĕлтерĕшлĕ пĕрлĕх. Ертÿçĕ тилхепине тытасси хăратмарĕ-и?

— Эпĕ малтан та яланах çын хушшинче пулнă, халăхпа ĕçлеме хăнăхнă. Шăпа «Ваше радио» кăларăма илсе çитерчĕ. Эфира кăларакан пулнă, унтан ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Флористика компанийĕнче вăй хума та тивнĕ — мĕн тери хитре композицисем хатĕрлеттĕмĕр. Реклама енĕпе те тăрăшнă. Политика кампанийĕсене хутшăнма та лекнĕ. Ялан çын хушшинче пулнă май хама тыткалама, социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хутшăнма, паллах, психолог пĕлĕвĕ те пулăшнă. Çавăн пекех çемьере туслăхпа çураçулăх хуçаланни те ĕçре пулăшса пырать мана.

— Эсир мĕнле çемьерен тухнине пĕлес килет.

— Ахаль совет çемйинчех çитĕннĕ эпĕ. Анне — математика вĕрентекенĕ, атте ĕмĕрĕпех «Контур» заводра вăй хунă. Илемлĕ ÿкерет вăл. Мĕнле калас та, карьера тума пулăшакан, шăпама ку енĕпе витĕм кÿме пултаракан çынсем пулман вĕсем.

— Мана кăшт урăххи кăсăклантарать — мĕнле воспитани илсе ÿснĕ эсир?

— Ах, эсир ун пирки-и? Анне педагог пулни витĕм кÿнĕ. Пире, йăмăкпа иксĕмĕре, патриотизм сĕмĕллĕ воспитани панă. Мана, сăмахран, тăван çĕршыва юратасси анне сĕчĕпе пĕрлех куçнă. Кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăнни те витĕм кÿнĕ пулĕ. Шел, Çĕнтерÿпе вăрах киленме май килмен унăн. Суранĕсене пула ирех çĕре кĕнĕ вăл. Анне пире кĕнекепе туслаштарнă. «Что? Где? Когда?» телекăларăма çемйипех пухăнса пăхма юрататтăмăр. Пирĕн килте яланах ача-пăча кĕшĕлтететчĕ, анне шкулта ĕçленипех çыхăннă ку — класс ертÿçи вĕренекенĕсене хăй тавра пуçтаратчĕ. Атăл леш енче пурăннине пула Шупашкара илсе çÿретчĕ вĕсене, походсем тăтăш йĕркелетчĕ. Ачалăх питĕ лайăх, савăнăçлă иртрĕ пирĕн. Сăмах май, йăмăк та педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Хĕрлĕ дипломпа. Информатика, программировани енĕпе ăнăçтарать. Аннене хывнă вăл.

— Тăхтăр-ха, апла калатăр та, ун пек пулсан эсир…

— …аттене хывнă. Пĕлĕтре вĕçме юрататăп.

— Ачалăхра хывăннă никĕспе аслă ÿсĕмре малалла аталанатпăр эпир. Халĕ ăнланмалла — ăçтан сирĕн çавăн чухлĕ вăй тухать. Çавăнпах çĕнĕ ĕçе кÿлĕнсен тÿрех тапса туртма пуçларăр лава… Чăрсăр ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ĕмĕтленнине палăртрăр.

— Кирек мĕнле ĕçре те çĕнĕ çын çĕнĕ варкăш илсе кĕрет. Чăвашăн хăйне кăтартмаллли те, мăнаçланмалли те пур. Чăрсăрлăх вара хĕрарăмлăхпа çыхăннă. Тухăç енче, калăпăр, хĕрарăма, амăшне хисеплесси йăлара. Пирĕн вара ку енĕпе хавшакрах лару-тăру. Чăваш хĕрарăмĕн те пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл та обществăн ытти членĕпе танах — çакна социаллă нормăна çавăрас килет. Хĕрарăма çунатне сарма пулăшас килет. Ку енĕпе, паллах, арçын ролĕ питех те пĕлтерĕшлĕ. Хĕрарăмăн хуçалăх ыйтăвĕсемпе, ача-пăчана воспитани парассипе кăна çырлахмалла мар. Хĕрарăм та пурнăçа çутăпа, савăнăçпа, юратупа тултарма пултарать.

— Ку ыйтупа хаçатра нумай çыратпăр. Анчах та ăна мĕнле татса парасси паллă мар. Хĕрарăм ывăл çуратать те ача ашшĕ хăйне арăмĕпе мĕнле тыткаланине курса ÿсет, паллах, çитĕнсен хăй те çаплах пулать. Мĕнле воспитани памалла амăшĕн ывăлне? Мĕнле татмалла çак унка?

— Ку енĕпе пирĕн союзра шăпах питĕ нумай мероприяти иртет — хĕрарăма хăйĕн вăйне шанма пулăшаççĕ вĕсем. Марина Аниченкова хĕрарăм предпринимательсем валли йĕркелекен тĕл пулусене ырă енчен палăртас килет. Хĕрсем хăйсем валли çĕнĕ майсем, меслетсем уçаççĕ. Вĕсен куçĕсем çиçеççĕ, вăй-халĕ тапса тăрать. Паян общество улшăнса, хĕрарăм енне çаврăнса пырать, çакăнтан ниçта та тараймăн. Пирĕн пĕрлĕхĕн çак юхăма тĕревлесе, ун валли çул уçса пымалла. Хастар та пултаруллă хĕрарăмсене пĕрлештермелле. Вĕсен вара ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла. Çапла, çăмăл мар. Анчах та йывăрлăхсенчен хăрама кирлĕ мар. Йăлтах пирĕн алăра. Çырас килет-и — çыр, япала касса çĕлес килет-и — çĕле. Скарлетран тĕслĕх илсе: «Эпĕ кун пирки ыран шухăшлăп», — темелле мар.

БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ

Эсир шыва ним шухăшламасăр сикме пултаратăр-и? Пур пĕрех ишсе тухатăп тесе…

Çăмăллăнах! Тупăшса та сикме пултаратăп.

Çемьери çанталăк хĕрарăмран килет тенипе килĕшетĕр-и? l 100 проценчĕпех. l Сирĕн юратнă чечек…

Каланхоэ.

Арçынсене те чечек парнелемелле теççĕ. Мăшăрăра чечек парнелетĕр-и?

Парнелесе курман /кулать/. Шута илĕп.

Хĕрарăм хăйĕн вăйсăрлăхĕпе вăйлă теççĕ. Эсир те çавăн пекех-и?

Паллах.

Кĕçех — Амăшĕн кунĕ. Çакна малалла тăсăр-ха: анне вăл…

…юрату. Чикĕсĕр, тĕрлĕ енлĕ. Анне тени пуçран шăлмаллине, ĕнсе чикки памаллине, нотаци вуламаллине, ачана юрама тăрăшмаллине пĕлтермест, çакна вĕçĕмсĕр тăсса кайма пулать. Анне тени — йăнăшма хăрамалла маррине, ачипе тĕрлĕ майпа хутшăнмаллине пĕлтерет. Шăпах çакă ачана пурнăç опытне пухма пулăшать. Амăшĕн тĕллевĕ — пепкине тĕрлĕ тĕслĕ пурнăçа йышăнма хатĕрленме пулăшасси. Ÿссе çитсен ача çапла калама пултартăр: «Эпĕ анне тăрăшнипе çакăн пек пулса тăтăм».

Маргарита ИЛЬИНА калаçнă.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.