Комментари хушас

26 Чÿк, 2020

Унта – пин-пин çулсен йĕрри

Чăваш халăх поэчĕн Василий Давыдов-Анатрин «Чăваш тĕрри» сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: «Мĕнле пуян чăваш тĕрри, — унта пин-пин çулсен йĕрри, унта хăват илет çĕнни, çынсем ĕмĕртенпе кĕтни…»

Çапла, кĕтнĕ эпир çак куна, Чăваш тĕррин кунне. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн юпа уйăхĕнчи 17-мĕшĕнчи указĕпе çирĕплетрĕ ăна. Несĕлсем ĕмĕртен-ĕмĕр тытса пынă паха йăла умĕнче пуç тайса кăна мар, ăна малалла та аталантарма тĕв тытса. Акă ЧР Пуçлăхĕ Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен юлашки канашлăвĕнче республикăра тĕрĕ шкулĕ уçасси пирки сăмах хускатнă. «Республикăра чăваш тĕррин наци шкулне йĕркелесси пирки шухăшласа пăхма ыйтнă пулăттăм. Унта чăваш тĕррин илемне кăтартма, çавăн пекех кăмăл пуррисене асăннă йăлан йĕркисене вĕрентме те майсем туса памалла. Çак ĕç пирĕн тĕррĕн кун-çулне уçса парассипе тата унăн аталанăвĕпе çыхăннă стратегипе питĕ ăнăçлă çыхăнса, килĕшсе тăнă пулĕччĕ. çавăнпа пĕрлех регион туризмĕн сĕмне палăрмаллах çĕкленĕ пулĕччĕ», — тенĕ Олег Николаев.

Сăмах май ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă темелле. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, видео-урок хатĕрленĕ.

Чăваш тĕррин кунĕ умĕн республикăра чылай мероприяти иртрĕ. Акă чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче «Паха тĕрĕ» фабрикăн ĕмĕрхи эрешĕсен куравĕ уçăлчĕ. Экспозицире — иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хатĕрленĕ тумсем, хальхи вăхăтри ăстасен ĕçĕсем.

Наци библиотеки вара «Тĕрĕ искусстви» пултарулăх тĕпелне йыхравларĕ. Тăхăр пайран тăракан онлайн-экспозицире тĕрĕ историйĕпе, символикипе, эрешĕпе, ăна пурнăç паракан çынсемпе туллин паллаштарнă. Пултарулăх тĕпелĕ «Асамлă тĕрĕ» кружока илсе çитерчĕ. Вăл библиотекăра 2013 çултанпах ĕçленĕ, унăн занятийĕсене Евгения Жачева ертсе пынă. Кăçалхи юпа уйăхĕнче Надежда Кузнецова алĕç ăсти пуçарăвĕпе кружок малалла ĕçлеме пуçланă.

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕ те — Чăваш тĕррин кунĕ — ытти мероприятипе те асра юлчĕ. Чăваш тĕррин музейĕнче РФ халăх мастерĕн, РФ тава тивĕçлĕ художникĕн , ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Мария Симаковăн «Чăваш эрешĕсем» куравăн презентацийĕ иртрĕ. Экспозицире — Чăваш наци музейĕн фондĕнче тата тĕрĕçĕн килĕнче упранакан ĕçсем. Сăмах май, музей коллекцийĕнче Мария Васильевна тĕрленĕ 130 ытла салфетка, чӳрече карри, ал шăлли, декоративлă панно, тумăн тĕрлĕ хатĕрĕ вырăн тупнă. Çакскерсенчен уйрăмах паллăраххисем — арçынсен шупăрĕ, «Савăнăçлă самант» ал шăллийĕ.

Курава çавăн пекех Симаковăн тĕлĕнмелле ĕçĕ — «Пурнăç йывăçĕ» панно — илем кӳрет. Ăна пирĕн тĕррĕн авалхи йĕркисене туллин пăхăнса пурнăçланă. Унти кашни «турат» çинче Чăваш Енĕн мухтавлă çыннин ятне вырнаçтарнă. Халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Кашни ят тĕлĕнче — пĕрер кĕскĕ. Кĕскĕ — хĕрарăмăн кăкăрне сыхлакан хатĕр. Ĕлĕк те кашни амăшĕн хăйĕн кĕски пулнă. Ара, тĕнчере пĕри тепринчен хăйĕн тавра курăмĕпе, ăсĕпе, тĕнчипе уйрăлса тăнă. Çавăнпа çав пурнăç сыхлавçисем те тĕрлĕрен. Тĕрĕ варринче — пурнăç йывăçĕ. Унăн «турачĕсем» çинче те кĕскĕсемех тата Чăвашра ĕçлесе пурăннă хастар ывăл-хĕрсен ячĕсем. Çак ятсемпе йывăç çӳлелле çĕкленет, çĕнĕрен çĕнĕ вăй-хăват илсе малалла чечекленет.

Кунтах — Мария Васильевна юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçĕсем. Вĕсен хушшинче – Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă панно. Калăпăшĕпе самай пысăк вăл – 2.5 х 1,3 метр. Унта шурă Шупашкармăрăн, Чăваш Енĕн кун-çулĕпе çыхăннă самантсем сăнланнă.
Ĕнерех Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче Николай Садюков художникăн «И дивный видится узор…Роль чувашского орнамента в изобразительном искусстве» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Çĕнĕ кăларăмра эрешĕн чăваш ӳнер искусствинчи пĕлтерĕшĕ пирки, вĕсемпе живопиçре, скульптурăра, декоративлă хушма искусствăра, геральдикăра, архитектурăра мĕнле усă курни çинчен каласа кăтартнă. Вулакансемшĕн «Вырăс художникĕсемпе писателĕсем Чăваш Ен çинчен», «Эреш тата Чăваш Республикин ӳнер искусстви» пайсем те кăсăклă пулĕç.

Каçхине Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш тĕррин кунне халалланă меропияти иртрĕ. Концерт программинче алĕç асамçисен ячĕпе илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: