Комментари хушас

27 Чÿк, 2020

Амăшĕсен кунне паллă турĕç

Шупашкарта паян Амăшĕн кунне халалланă уяв иртрĕ. Шел, паянхи лару-тăрăва пула ытти чухнехи пек пысăк йышпа пухăнма май килмерĕ. Апла пулин те уйрăмах палăрнисене тĕрлĕ Хисеп хучĕпе чыслама май тупрĕç.

— «Анне» тени чи малтан пурте калакан чи пĕрремĕш сăмах. Çав вăхăтрах анне — ăшăлăх, ырăлăх, илем, хăтлăх, çураçулăх тата хÿтлĕх. Хÿтлĕх тени пĕчĕк ачапа çыхăннăн туйăнать. 1941 çула таврăнас тăк, шăпах аннесем пĕтĕм тăван çĕршыва хÿтĕлес тивĕçе пурнăçланă. Ахальтен мар хĕрарăмсем çунакан çурта кĕни, ĕрĕхсе пыракан лашана чарни пирки мăнаçлăн калаççĕ, — хĕрарăмсем хăть те мĕнле тивĕçе те, тепĕр чухне татса пама май çук пек туйăнаканнине те, ăнăçтарма пултарни çине пусăм тăрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Амăшĕсен кунĕ тĕлне Республикăри хĕрарăмсен союзĕ «Мама в моде Россия» конкурс йĕркеленĕ. Шăпах вăл тĕрлĕ район-хулара пурăнакан хĕрарăмсем мĕн тери маттур та хастар пулнине кăтартса пачĕ.

— Эпир, хĕрарăмсем, амăшĕсем, çак çĕр çине юрату, çутă, савăнăç илсе килме çуралнă. Марафон ирттерме палăртсан малтан иккĕленнĕччĕ те: хĕрарăмсен вăхăчĕ пулĕ-ши, хутшăнма май тупĕç-ши? Социаллă сетьсенче çавăн чухлĕ ĕç курсан тĕлĕнтĕмĕр те, — конкурса йышлăн хутшăннине палăртрĕ Наталья Алексеевна.

Пурнăçа ăнăçтарма хĕрарăмпа арçыннăн килĕштерсе пурăнмалла-ĕçлемелле. Хĕрарăмсен Союзĕ те Ашшĕсен канашĕпе тачă çыхăнура. Унăн ертÿçи Алексей Мурыгин сăмах илнĕ май «анне» сăмах хăть те мĕнле çынна та — чунсăр-и вăл, чăрсăр-и — кăмăлне çемçетнине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Теги: