Комментари хушас

3 Раштав, 2020

Саккуна тата тӗрӗслӗхе тӗпе хурса…

…тăрăшаççĕ юристсем. Çак професси нумай енлĕ: адвокат, нотариус, судья, право хуралĕн ĕçченĕ, патшалăх влаç органĕн специалисчĕ… Паян республикăри юридици пĕрлĕхĕ професси кунне паллă турĕ.

Çак ятпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче юридици наукин çивĕч ыйтăвĕсемпе ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Професси уявĕпе саламланă май Олег Алексеевич юристсене пархатарлă ĕçĕшĕн — халăха вăхăтра тата пысăк квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ панӑшӑн — тав турĕ. Сăмах май, юридици пĕрлĕхĕн представителĕсем хальхи вăхăтра граждансен ыйтăвĕсемпе тӳлевсĕр те ĕçлеççĕ. 2012 çултанпа Чăваш Енре пурăнакан 430 пин ытла çынна тӳлевсĕр консультаципе тивĕçтернĕ. Федераци саккунĕсенче 27 тĕрлĕ ушкăнри çынсене çăмăллăх пама палăртнă пулсан, Чăваш Республикинче вара 44 категорири граждансем усă курма пултараççĕ.

«Эсир Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пысăк тӳпе хыватăр, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕсен органĕсен ĕç-хĕлне уççăнлăх кĕртетĕр, управлени йышăнăвĕсен тухăçлăхне ӳстеретĕр, — терĕ Олег Николаев. — Сирĕн ĕç пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ. Çак ĕç-хĕлтен граждансен саккунлă интересĕсене хӳтĕлекен тытăм йĕркеленет». Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова юристсен обществăри пĕлтерĕшĕ юлашки вăхăтра уйрăмах ӳснине, вĕсен пĕлĕвĕ тата опычĕ республика саккунĕсене улăштарса çĕнетес, лайăхлатас ĕçре кирлине палăртрĕ. «Саккун кăларакансем прокурорсемпе, судьясемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçал акă республика прокурорĕн пуçарăвĕпе ултă саккун йышăннă», — пĕлтерчĕ Альбина Егорова.

Кирек епле уява та илем кӳрекенни вăл, паллах, ĕçре пысăк çитĕнӳ тунисене чысласси. Юридици пĕрлĕхĕн представителĕсем те патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Ăслăлăх-практика конференцийĕн пленарлă пайĕ хыççăн тематика лапамĕсем ĕçлерĕç. Секци ларăвĕсем онлайн режимра иртрĕç. Студентсем те «Манăн професси — юрист» ăсталăх класне çак мелпех хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне тата IV Пĕтĕм Раççейри право диктанчĕ старт илчĕ. Сăмах май, юрдиктант.рф сайтра раштавăн 3-10-мĕшĕсенче 14 çултан аслăраххисем хăйсен юридици пĕлĕвне тĕрĕслеме пултараççĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.