Комментари хушас

14 Раштав, 2020

Хлор шăршишĕн евитленĕ

Çĕнĕ Шупашкарта хлор шăршиллĕ тĕтре тăни пирки раштавăн 7-мĕшĕнчех çынсем кăмăлсăрланнине пĕлтерме пуçланă.

Евитлеве тĕрĕслеме лаборатори специалисчĕсем Çĕнĕ Шупашкар урамĕсенче пулнă, сывлăша хими анализĕпе тĕрĕсленĕ. Часах çакă палăрнă: Женя Крутовăн урамĕнчи сывлăшра хлор тата гидрохлорид палăртнă виçерен пысăкрах. Çакна федерацин медицинăпа биологи агентстви те çирĕплетнĕ. Анчах та хулара пурăнакансемшĕн ку сиенлĕ мар. Апла пулин те материалсене право хуралĕн органĕсене ăсатнă, вĕсен химикатсем ăçтан тухнине тупса палăртмалла пулнă, тенĕ chgtrk.ru сайтра. 

Сывлăша кашни кунах тĕрĕслеме тытăннă. Ун хыççăн хлор шăрши пирки евитлекен текех пулман. Çав вăхăтра Силикатнăй урамĕнче çунтарнă пластмасса шăрши сарăлнине пĕлтерекен тупăннă. Анчах, юлашки тĕрĕслевсем кăтартнă тăрăх, сывлăшри хлор, гидрохлорид, çуннă япаласен виçи халĕ йĕркеллех, кăштах шăршă сисĕнет пулсан та.

«Паника çĕклеме кирлĕ мар, пĕтĕмпех контрольлесе тăратпăр», — тенĕ çакăн пирки Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн председателĕн заместителĕ Николай Иванов.

www.hypar.ru

Рубрика: