Комментари хушас

15 Çурла, 2014

Аттепе пĕрле - пулла

Çуллахи каникул кунĕсенче пушă вăхăта аттепе пĕрле кÿлĕ хĕрринче пулăра ирттернинчен лайăхраххи тата мĕн пур-ши. Пĕр-пĕринпе çывăхланма, пĕрле ытларах пулма май тупăнать. Килĕшетĕр ĕнтĕ, йывăр ĕçрен килнĕ хыççăн пирĕнтен хăшĕ-пĕри ачине асăрхамасть те темелле.

Юхан шыв е кÿлĕ хĕррине çул тытиччен мĕн кирлине пĕрле хатĕрлемелле.

  • Кĕпе-тумтир çанталăкпа килĕшÿллĕн пулмалла, çапах та çĕрлене юлсан ăшă япаласем илмеллех.
  • Пуçа тăхăнма карттус таврашĕ, хĕвелтен хÿтĕленмелли куçлăх çинчен ан манăр.
  • Вăрăм тунаран сыхланмалли хатĕрсем пулччăр.
  • Ĕçмелли шыв саппасне яланхинчен нумайрах илмелле.
  • Аптечкăри кирлĕ пулма пултаракан эмелсене, бинт таврашне тепĕр хут тĕрĕслемелле.
  • Кимĕ çинчен пулă тытма палăртсан çăлав жилечĕ çинчен ан манăр.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.