Комментари хушас

16 Раштав, 2020

Вăрă ларма тивĕç

Патшалăх нушисем валли таварсем туянасси, пулăшу ĕçĕсем пурнăçласси — коррупци тарăн тымар янă сфера. Çивĕчлĕхе сирессине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хайхи сутăн илес ыйтусене централизациленинче, çак ĕçе цифра платформисем çине куçарнинче курать. Çакăн çинчен регион ертӳçи юнкун республикăн коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Шел те, киревсĕр тĕслĕх чылай. Олег Николаев вĕсемпе çырлахма юраманнине пусăм туса палăртрĕ: «Муниципалитетсенче çынсене пахалăхĕпе паянхи стандартсемпе килĕшсе тăман, чăннинчен икĕ хут хакалăрах çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ пулсан — ирĕксĕрех совет тапхăрĕнчи кинофильмри Глеб Жегловăн паллă сăмахĕсем аса килеççĕ: вăрă инçех мар вырнаçнă вырăнсенче пулма тивĕç…» Олег Алексеевич шучĕпе, кунашкаллине хăвăрт, хаяррăн, саккунпа килĕшӳллĕн пӳлмелле.

Чăваш Енре ку енĕпе çине тăрса ĕçлени куçкĕрет. Сутăн илессине хаксене пăхмасăр пĕтĕмпех уçă тумалли тĕллев лартнă, ку хайхи процедурăсен тухăçлăхне тивĕçтерессине те пырса тивет. Çак тĕллевпе ятарлă ресурссем те йĕркеленĕ. «Искусствăлла интеллект», сăмахран, асăннă сферăра мĕн пур процедурăна сăнаса тăрĕ, ку çак енĕпе ĕçлекен специалистсемшĕн те курăмлă пулăшу пулĕ. «Йăнăшасран тата киревсĕр тĕллевпе усă курасран сыхланма май парĕ», — уçăмлатрĕ Олег Алексеевич. Çапах ертӳçĕсен енчен те çирĕп тĕрĕслев кирлĕ — хайхи сервиссем вĕсен яваплăхне пăрахăçламаççĕ.

Республикăри коррупципе çыхăннă лару-тăрăва граждансем мĕнлерех хаклани те интереслĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн коррупцие хирĕç политикăна пурнăçлакан пайĕн пуçлăхĕ Петр Куприн ларура ятарлă ыйтăм кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Çав тĕпчев кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, респондентсен 83% юлашки вăхăтра коррупципе çыхăннă лару-тăрăва лекмен. Унашкаллине «астивнисем» — ыйтăма явăçтарнисен 11%. Çав вăхăтрах респондентсен 59% хăйсен пурнăçĕнче коррупципе пачах та тĕл пулман.

Тĕпчев уçăмлатнă тепĕр самант: республикăри хуласемпе районсенче пурăнакан 830 çын «йăлари коррупцие» хутшăннă, «ĕçлĕ коррупци» хутшăнăвĕсенче вара 200 организаци пулса курнă.

Пăшăрхантараканни вара çакă: ыйтăма явăçтарнă çынсен 39,5% кăна взятка парассине татăклăн сивлет. Апла тăк ыттисем кирлĕ пулсан пама та хирĕç мар… Çавна май Олег Николаев обществăра коррупци палăрăмĕсем тĕлĕшпе «тӳсĕмсĕрлĕх атмосфери» туса хурасси пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ: «Сĕнекен пулмасан ыйтакан та пулмĕ». Вăл иккĕленмест: çак ыйтусемпе тата та çине тăрарах ĕçлемелле — «çынсен вăл е ку ыйтусене саккунлă майсемпе татса парас кăмăл кăна пултăр».

www.hypar.ru