Комментари хушас

18 Раштав, 2020

«Манăн чирлес килмест!»

Раштавăн 18-мĕшĕнче Шупашкарти хулан тĕп больницинче социаллă тата медицина ĕçченĕсене, педагогсене çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен прививка турĕç.

Вакцинаци тутарма паспорт, страхлакан полис, снилс кирлĕ. Асăннă больницăн тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркелова пĕлтернĕ тăрăх, ку прививкăна пуçласа 1,5 уйăх каялла тунă. Ун чухне пирĕн республикăна 42 доза килнĕ пулнă. Вĕсенчен улттăшне хулан тĕп больницинче ĕçлекенсене тунă. «Улттăшĕ те вакцинăна лайăх тӳссе ирттерчĕç. Вакцинацие икĕ тапхăрпа тăваççĕ. 21 кун иртсен иккĕмĕш укола килеççĕ вĕсем. Вакцина хыççăн кăштах вăй çукки палăрма, пуç ыратма пултарать. 6 тухтăртан пĕрин ӳт температури ӳснĕччĕ. Каярах вăл хăйне хăех чакнă. Аллерги таврашĕ пулман. Хальхинче пирĕн больницăна 135 доза килнĕ. Вĕсене социаллă тата медицина ĕçченĕсене, вĕрентекенсене тăвăпăр. Паян акă пирĕн поликлиникăна 15 педагог, социаллă ĕçченсем килчĕç. Ку вакцинăна 18-60 çулсенчи çынсене тăваççĕ. Вакцина сивĕтмĕшре, 18 градус сивĕре упранать. Вакцина тăвиччен çур сехет маларах эпир ăна кăларса ирĕлтеретпĕр. Пĕр флаконра — 5 доза. Пирĕн республикăна 500 ытла доза килнĕ. Ăна ытти больницăсене те валеçнĕ. Пирĕнне 135 доза тивĕçнĕ. Вакцина тунă хыççăн пациентсен даннăйĕсене федераци реестрне кĕртеççĕ. Прививка тăвиччен пациента тухтăр пăхать. Вăл ирĕк парсан кăна юрать. Гриппран прививка тутарнă пулсан пĕр уйăх тăхтама тивет. Иккĕшне те пĕр вăхăтра тума юрамасть», - ăнлантарчĕ Татьяна Николаевна.

ШУХĂШ

Алина КЛИМОВА, Шупашкарта 10-мĕш шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен:

— Эпĕ 48 çулта. Çĕнĕ вирус, телее, мана ермен-ха. Манăн пĕрре те чирлес килмест. Чире ертекен те пулас марччĕ тетĕп. Эпĕ ачасемпе ĕçлетĕп-çке. Аттепе анне, хĕрĕм те ан чирлеччĕр тетĕп. Вакцинаци тутарма хăрамастăп. Çак утăма тĕрĕсех тăватăп тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен йĕри-тавра куратăп: çынсем йывăр чирлеççĕ. Чирĕ чăннипех хăрушă. Ыттисене çак вакцинăна тутарма чĕнсе калатăп.

Валентина ИЛЬИНА, Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан социаллă центрăн ĕçченĕ:

— Эпĕ 42 çулта. Коронавирус инфекцийĕнчен прививка тутармаллах тесе шухăшлатăп. Эпир, социаллă ĕçченсем, ватăсемпе ĕçлетпĕр. Вĕсем - хăрушлăх пур ушкăна кĕрекен çынсем. Хамăр чирлесен вĕсене чир ертме пултаратпăр. Паян эпир хамăр центртан кунта тăваттăн килтĕмĕр. Ыттисем патне кăрлач уйăхĕнче черет çитĕ. Çынсем ку вакцина пирки тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Эпĕ ăна тутармаллах тетĕп. Ку чире унсăрăн çĕнтерме йывăр.

www.hypar.ru

 

Рубрика: