Комментари хушас

21 Раштав, 2020

Тăватă учитель пĕрер миллион тенкĕ илнĕ

Паян Шупашкарти 65-мĕш шкулта массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли пресс-конференци иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

Пресс-конференцире вĕрентӳ отраслĕн çулталăкри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. 2020 çулта ЧР Вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви «Вĕрентӳ «наци проекчĕн регионти 7 проектне пурнăçа кĕртнĕ.

«Хальхи йышши шкул» проектпа килĕшӳллĕн «Çĕнĕ хула» микрорайонта 1600 вырăнлă тата Куславкка районĕнчи Куснарта 165 вырăнлă шкулсем уçăлнă. Муркаш районĕнчи Кашмашра — 108, Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри шкул çумĕнче 120 вырăнлă хушма çурт, Шупашкарта «Сад» микрорайонĕнче 1650 вырăнлă пĕлӳ çурчĕсем тума пуçланă. Ялти 42 пĕлӳ çуртĕнче «Точка роста» центрсем алăкĕсене уçнă.

Вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме кăçал 1413,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Районсенчи вĕрентӳ учрежденийĕсенче 22 спорт залне юсаса çĕнетнĕ. Çавăн пекех 2020 çулта 217 пĕлӳ çуртĕнчи апат-çимĕç блокĕнче оборудованисене çĕнетнĕ. 2020 çултан «Земство учителĕ» программа пурнăçланать. Çак программăпа килĕшӳллĕн 4 педагог пĕрер миллион тенкĕ илнĕ. Ку программăпа пĕр учитель Архангельск облаçĕнчен Çĕмĕрлене ĕçлеме куçнă. Виççĕшĕ — Шупашкартан тата ытти муниципалитетсенчен ялсене ĕçлеме куçнă.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене шкулсене юсаса çĕнетес, ачасене дистанци мелĕпе пĕлӳ парас тата ытти ыйтусем кăсăклантарчĕç. 

www.hypar.ru Татьяна Вашуркина сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.
 

Рубрика: