Комментари хушас

23 Раштав, 2020

«Хресчен сасси» 49 (2837) № 23.12.2020

Пĕлĕве ÿстерме — «Фермер шкулне»

«Раççей ял хуçалăх банкĕ» АОн «Фермер шкулĕ» проекчĕ Чăваш Енре те пурнăçа кĕме тытăнчĕ. Унта вĕренес кăмăллисенчен заявка йышăнаççĕ ĕнтĕ. «Фермер шкулĕн» тĕллевĕ — финанс тĕлĕшĕпе çирĕп, тухăçлă фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пулăшасси, маларах уçăлнисен ĕçĕ-хĕлне лайăхлатасси, бизнеса ертсе пырассипе чи лайăх опыта АПКра усă курасси.

Пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме ЧР Ял хуçалăх министерствипе Чăваш патшалăх аграри университечĕ те хутшăнаççĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕ фермер бизнесне йĕркелесе тухăçлă ертсе пыма вĕрентмешкĕн ятарлă программа хатĕрленĕ. Унта теорипе пĕрлех практика ирттерме те палăртнă.

— «Фермер шкулĕ» — пĕлтерĕшлĕ проект, ăна кашни региона тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, фермерсен паха продукцийĕн брендне тума май парать. Хальхи кăткăс, коронавирус алхаснă тапхăрта, экономикăн хăш-пĕр отраслĕнче ĕç вырăнĕсем чакнăран çак проект хута кайни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, — пĕлтернĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Наталья Бородовина. — Курссене Ял хуçалăх министерствин регион бренчĕсене сарассипе йышăннă программăпа çыхăнтарнă. Эпир студентсене «Çĕнĕ технологипе сыр туса илесси» е «Çырла туса илесси» енĕпе вĕрентĕпĕр. Чăваш Енре вĕсем уйрăмах кирлĕ, малашлăх та пысăк.

«Фермер шкулĕнче» тÿлевсĕрех вĕрентеççĕ. Проекта пурнăçа кĕртме, студентсене пĕлÿ пама, практика ирттерме каякан тăкаксене банк саплаштарать. Унта вĕренме конкурспа суйласа илеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене «Фермер хуçалăхĕн агробизнесĕ» 252 сехетлĕх курсĕнче профессие ÿстермешкĕн сертификатпа тивĕçтерĕç. Курсран вĕренсе тухнисене диплом парĕç. Документпа грант пулăшăвĕ илме те çăмăлланĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисене Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вĕрентĕç. Студентсем республикăри АПКри малта пыракан предприятисенче, фермер хуçалăхĕсенче практикăра пулĕç. Программăна хутшăнакансене ытти енĕпе те пулăшма палăртнă. Конкурсра çĕнтернисен 2021 çулхи февральте вĕренме тытăнмалла.

Конкурса çак çынсем хутшăнма пултараççĕ:

— Чăваш Енри ял территорийĕнче регистрациленнĕ фермер /хресчен/ хуçалăхĕсем, хушма хуçалăхсем, уйрăм пайтаçăсем.

— Чăваш Енри ял территорийĕнче регистрациленнĕ ял хуçалăх производство тата тирпейлекен кооператив членĕсем /малашне фермер хуçалăхĕ йĕркелеме палăртнисем/.

Программăна хутшăнас текенсен аслă е ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ пулмалла. Вĕсен 2020 çулхи декабрĕн 10 — 2021 çулхи январĕн 12-мĕшĕсенче «Çĕнĕ технологипе сыр туса илесси» тата «Çырла туса илесси» темăсемпе эссе, презентаци е видеоролик хатĕрлемелле, заявкăна тултарса çак адреспа ярса памалла: pr@academy21.ru.

«Фермер шкулĕ» проекта хутшăнаканăн эссере профессири малашлăх планне, «Фермер хуçалăхĕнчи агробизнес» программăпа вĕренме кăмăл тунин сăлтавне, илнĕ пĕлÿпе ĕçре мĕнле усă курнине уçса памалла. Тĕп тема — «Эпĕ çак программăна суйласа илтĕм, мĕншĕн тесен…» — пулмалла. Презентаци пулас проектăн бизнес- шухăшне çутатмалла. Анчах 10 слайдран ытла пулмалла мар. Видеоролик та 3 минутран ытла кирлĕ мар.

Конкурс çĕнтерÿçисен списокĕпе ЧР Ял хуçалăх министерствин, Чăваш патшалăх ял хуçалăх аграри университечĕн сайчĕсенче паллашма май пулĕ.

Çакна палăртмалла: «Фермер шкулĕ» проект çĕршывра кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен хута кайрĕ. Çĕнĕлĕхе чи малтан Пушкăртстанра, Новосибирск, Мускав облаçĕсенче, Ставрополь крайĕнче пурнăçлама тытăнчĕç. Пилотлă регионсен шутне кĕнĕ Пушкăрт Республикинче профессие ÿстернĕ 30 çынна диплом панă та ĕнтĕ. Студентсене Пушкăртстанри аграри университетĕнче вĕрентсе хатĕрленĕ.

— Çак курсра вĕреннисем — кăсăк, пуçаруллă, ял хуçалăхĕнче вăй хурас кăмăллă çынсем. Хăшĕ-пĕри вара АПК отраслĕнче тăрăшать. Анчах ĕç-хĕле тухăçлă йĕркелесе пыма нумайăшĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕрри сисĕнет. Эпир вĕсене çак енĕпе пулăшма тăрăшрăмăр, — палăртнă Раççей ял хуçалăх банкĕн асăннă регионти филиалăн ертÿçи Алексей Самсонов.

Вăл каланă тăрăх, «Фермер шкулĕ» программа пайтаçăсен финанс пĕлĕвне, специализаципе квалификацие ÿстерме пулăшать. Программăна хутшăнакансене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата сыр туса илессипе вĕрентнĕ. Ял бизнесне пуçăнакансене диплом илнĕ хыççăн малашне те пулăшма палăртнă. Сăмахран, бизнеса йĕркелессипе йывăрлăх сиксе тухсан пайтаçăсем, фермерсем аграри университетĕнчен тÿлевсĕрех консультаци илме пултараççĕ. Банк енчен те пулăшу курăмлă пулĕ. Малашне Пушкăртстанра «Фермер шкулĕнче» вырăнта пурăнакансем кăна мар, Урал тăрăхĕнчи çывăхри регионсенче тĕпленнисем те пĕлĕвĕсене ÿстерме пултарĕç. Программа тăрăх иккĕмĕш ушкăна хурт-хăмăр, кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе вĕрентме палăртнă.

Чăваш Енре те асăннă проект ăнăçлă пурнăçланасса шанас килет.

Алексей ИВАНОВ, Шупашкар районĕн администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

— Республикăра «Фермер шкулĕ» хута кайни ырă пулăм. Кирек мĕнле бизнеса тытăниччен отрасле, рынока лайăх пĕлмелле. Хăшĕ-пĕри ĕçе йĕркеллĕ ăнланса- пĕлсе çитмесĕрех фермер хуçалăхĕ уçать, анчах тупăш илес вырăнне тăкак кăна курать. Каярахпа вара хуçалăхне те салатать. «Фермер шкулĕнче» теорине вĕрентнипе пĕрлех лайăх аталанса пыракан предприятисенче, фермерсем патĕнче практикăра пулаççĕ. Çакă ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетме, пуян опытпа паллашма пулăшĕ. Вĕсене кура хăйсен бизнесне тĕрĕс йĕркелеме хăнăхĕç.

Программăна хутшăнас кăмăллисем Шупашкар районĕнче те пур. Хальлĕхе вĕсем виççĕн. Çав шутра икĕ фермерпа пĕр хушма хуçалăх тытакан. Каярахпа, тен, татах хушăнĕç. Фермерсем аванах ĕçлеççĕ-ха. Анчах малалла вăйлăрах аталанма пĕлÿ çителĕксĕррине палăртаççĕ вĕсем. Хушма хуçалăх тытакан вара фермера куçма, грант илме палăртать.

Валентин ПАВЛОВ, Вăрнар районĕнчи фермер:

Çĕнĕлĕхе ырласа йышăнатăп. Фермер хуçалăхне 2007 çултанпа ертсе пыратăп. Хамах агроном, бухгалтер, инженер... Пĕчĕк хуçалăхра специалистсем тытаймăн. Пурне те пĕлсе çитме вара кансĕр. /.../

Лариса НИКИТИНА.

 


 

Унăн юр кĕлеткисене таçтан та курма килеççĕ

Пушкăртстанри Ермеккей районĕнчи Эрехĕрринче пурăнакан 68 çулти Александр Ильин ачасемпе ял-йыша савăнтарма çулсеренех юртан илемлĕ кĕлеткесем тăвать. «13 çул çапла ĕçлетĕп, пĕчченех», — терĕ вăл унпа интернетпа çыхăннă май. Ку тăрăхра ăна «юр кĕлеткесен ÿнерçи» тесе хаклаççĕ.

Хĕрĕ Елена каланă тăрăх, вĕсем патне çулсеренех ача-пăча пуçтарăннă иккен. Вĕсем Александр Михайлович тунă тăвайккинчен каç пуличченех ярăннă. Пĕррехинче Елена ашшĕне Юр пике туса пама ыйтнă. Вăл хаваспах килĕшнĕ. Çакăн хыççăн арçын кашни çулах юртан тĕрлĕ кĕлетке ăсталама тытăннă. Вĕсене яланах сăрласа илемлетет. Çĕнĕ çула çакнашкал кĕлеткесемпе кĕтсе илеççĕ Эрехĕррисем. Ачасем çеç мар, аслисем те савăнаççĕ. «Эпĕ аттепе мăнаçланатăп, — тет Елена Гатиятуллина. — Вăл чăн-чăн Хĕл Мучи».

Юр кĕлеткесене хăй пурăнакан урама, ял клубĕ умне вырнаçтарать. Унта мĕн кăна çук?! Хĕл Мучипе Юр пикесĕр пуçне тĕрлĕ чĕр чун, гитарист, купăсçă, чăваш хĕрĕ… Çавăн пекех танк та. Ăна вăл кашни çул ăсталать. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче танкист пулнă иккен. Вут-çулăм хирĕнчен таврăннă, анчах 34 çултах вилнĕ. III степень Мухтав орденне тивĕçнĕ. Çакăн пирки вăл пĕлмесĕрех пурнăçран уйрăлнă. Ачисем ăна 69 çултан интернет урлă шыраса тупнă. Ашшĕн паттăрлăхĕ ывăлне хавхалантарса тăни куçкĕретех. Танкăн тăршшĕ — 6 метр, сарлакăшĕ — 3 метр. Александр Михайлович пĕлтĕр декабрьте ăсталанăскере Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Кăçал та юр кĕлеткесем тума ĕлкĕрнĕ вăл. Вĕсен шутĕнчех хĕрлĕ Вăкăр та пур. «Сирĕн патра юр çителĕклĕ-им?» — ыйтрăм эпĕ кăсăкланса. «Сахалрах, эпĕ унтан-кунтан пуçтаратăп. Хăш чухне кÿршĕсем патне те витрепе кивçене çÿретĕп», — пулчĕ хурав. Ÿнерçĕ кĕлеткесене тума мĕнле хатĕр-хĕтĕрпе усă курать-ши? «Алă пăчки, пысăк кĕреçе, витре, пусма алăран каймаççĕ», — кăмăллăн калаçрĕ арçын. Юртан тунăскерсене шыв сапса хытарнă хыççăн тĕрлĕ сăрăпа сăрлать. Çакнашкал ĕç ăна килĕшнине палăртрĕ. «Сывлăх пулсан малалла та ĕçлĕп», — терĕ.

Хальхи вăхăтра хăй ирĕкĕпе, кăмăл туртнипе ĕçлекен çын сахал. «Мĕн чухлĕ çынна савăнтаратăп эпĕ. Район центрĕнчен, кÿршĕ ялсенчен курма килеççĕ. Мĕнле ăсталанине ыйтаççĕ. Эпĕ вара хаваспах хамăн ĕçсемпе паллаштаратăп», — тăсăлчĕ калаçу.

Александр Михайлович Ĕпхÿри автотранспорт колледжĕнче, унтан Хĕвел тухăç экономикăпа юридици академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех вахта мелĕпе Тюмень облаçне ĕçе çÿренĕ, водительте вăй хунă. Академие миçере вĕренме кĕнĕ-ши? 60 çулта. Эппин, урăх тăрăхран та пĕлÿ илме чăнахах нихăçан та кая юлмастăн иккен. Унăн тепĕр чун киленĕçĕпе те паллаштарас килет вулакана. Пушкăртстан чăвашĕ йывăç лартма кăмăллать. Хăй пурăнакан вырăнта 1 пине яхăн хунав лартнă, вĕсенчен 400-шĕ — юман. «Йĕкел лартатăп. Малтан ăна соляркăра шÿтеретĕп, унтан çĕр ăшне чикетĕп. Питĕ хăвăрт çитĕнеççĕ», — терĕ вăл. Йывăçа лартать çеç мар, ăна пĕчĕк ача пекех ачашласа ÿстерет. Вĕсем патне час-часах кайса çÿрет вăл. Сăн ÿкерме те кăмăллать. /.../

Валентина МАКСИМОВА.

 


 

Ĕçчен йăх

Шыв-шур хăйĕн йĕрĕпе юхать, анчах кашни çыннăн пурнăç кустăрми расна чупать. Хăш чухне вăл тикĕссĕн кусать, тепринче вара такăнать.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ, Сăкăт ялне качча тухнă Клавдия Глуховăн кун-çулĕ те тумхахлă пулнă. Мăшăрĕпе ывăлĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Хĕрарăм вĕсем хыпарсăр çухални çинчен çыру илнĕ. Тăватă ачине ура çине тăратас тесе вăл мĕн пур вăй-халне пухса тăрăшнă. Тĕпренчĕкĕсем вара пĕринчен тепри пĕчĕк пулнă: Ваня — 8 çулта, Вера — 6-ра, Нина — 3-ре, Лидя вара 2 çул та тултарайман. Клавди аппа ĕçрен килмессерен пÿрт алăкне шикленсе уçнине мĕн виличченех аса илетчĕ. «Ах, ачамсем чĕрĕ-ши?» — тесе алăк хăлăпне хăраса тытаттăм», — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларатчĕ вăл. Çăкăр татăкне хăй çимесĕр ачисем валли упранине куççуль витĕр каласа кăтартатчĕ.

Çапла, кун-çул хăй еккипех шунă. Клавди аппан ачисем те çитĕнсе тăван йăваран тухса кайнă. Ывăлĕ Ваня агроном профессине алла илсе тивĕçлĕ канăва тухиччен «Красное Знамя» колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пĕрле пултаруллă та маттур ачасем çуратса çитĕнтернĕ. Акă Коля чылай çул Шăмăршăри вăрман хуçалăхне ертсе пычĕ, ун хыççăн Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшрĕ. Халĕ Шупашкарта МЧСра вăй хурать. Саша право органĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Володьăпа Петя та пиччĕшĕсен çулĕпех кайнă.

Йăмăкĕ Вера ялти маттур та пултаруллă каччăпа Толя Горбуновпа çемье çавăрнă. Кил хуçи конюхра ĕçленĕ. 1960 çулта ăна хĕсмете илсе кайнă. Вера аппа 3 уйăхри ачипе тата хунямăшĕпе тăрса юлнă. Вĕсем питĕ туслă пурăннине анне тăтăшах аса илетчĕ. Пĕчĕк ачана ăшă пултăр тесе пĕр вырăн çинче выртса çывăрнă. Хветуççа аппа кинне хăйĕн хĕрĕ пек юратса пурăнни хальхи çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать, мĕншĕн тесен вĕсем паянхи кун ватăсемпе пурăнасшăн мар. Е урăх çĕртре çурт-йĕр çавăраççĕ, е хулана пурăнма куçаççĕ.

Виçĕ çул хыççăн салтак тăван ялне таврăннă. Колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă вăл. Хĕсмете кайиччен 7 класс çеç пĕтерни пурнăçра çителĕксĕррине шута илнĕ. Çавна май вăл ялти каçхи шкула çÿреме тытăннă. Баянпа калама вĕренес шухăш та канăç паман ăна. Ара, ашшĕ ялта ăста купăсçă пулнă-çке. Районти Пионерсен çурчĕ çумĕнче çак тĕлĕшпе ятарлă курс пуррине пĕлсен арçын унта çул тытнă. Сакăр çухрăма хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа парăнтарнă. Çемьере вара йыш хушăнсах пынă: тепĕр икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуралнă.

Кил хуçи хăйĕн пурнăçĕнче ăçта кăна вăй хуман-ши? Клуб ертÿçинче, бригадирта, ял канашĕн председателĕнче… Вăл пур çĕрте те пултаруллă, ĕçчен пулнине çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ Хисеп хучĕ çирĕплетет. Çакă ачисемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Петя — ашшĕ пекех ăста купăсçă. ШĔМ ĕçченĕ пулнăскер паян тивĕçлĕ канура. Славик техника енне туртăннă, Вова ялти шкулта учительте тăрăшать. Люда Мускаври пĕр ача садĕнче вăй хурать, Света Шупашкарти пĕр предприятире ĕçлет. Шел те, ашшĕ йывăр чире пула 44 çултах пурнăçран уйрăлнă. Çемьешĕн, тăван-пĕтенĕшĕн, паллах, çакă пысăк çухату пулнă.

Халĕ Вера аппа 9 мăнукĕпе тата вĕсен 1 ачипе савăнать. Унăн — виçĕ кинпе икĕ кĕрÿ. /.../

Роза ПАВЛОВА-ДАВЫДОВА, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Патăрьел районĕ.

 


 

Ват тутиллĕ ачалăх

Эпĕ Красноармейски районĕнчи Мăн Супар ялĕнче çуралнă. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă хыççăн эрнерен кун çути курнă. Çемьере 4 ача пулнă, эпĕ вара — кĕçĕнни. Хальхи вăхăтра пĕртăвансенчен иккĕн çеç юлтăмăр.

Пирĕн ачалăх çăмăл пулман. Эпир çăкăр çителĕклĕ çисе курман. Анне сĕлĕ çăнăхĕнчен кĕсел пĕçерсе паратчĕ, ăна пылак шывпа сыпса çиеттĕмĕр. Пахчара нимĕнле курăк та хăварман. Вăрман çывăх пулнăран йĕкел те пĕçерсе çинĕ, серте яшки те сĕтел çинчен татăлман. Ĕне усранă пулсан та пире çу лексех кайман, кăпăкне анчах çинĕ. Услам çăва вара патшалăха панă.

Юрать, вăрман аякра пулман, кăмпа-çырла, мăйăр пуçтарнă. Вăл пире выçлăхран çăлса хăварнă тесен те йăнăш мар. Çие тăхăнма кĕпе-йĕм пулман. Анне пир туса кĕпе çĕлесе паратчĕ. Тăхăнмалли япала çукран мана шкула каярах янă. Çавăнпа та ăна пĕр ÿсĕмрисемпе, пĕтереймерĕм. Шкула пир сумкапа çÿренĕ. Çăкăр вырăнне çĕр улмине теркăпа хырса хатĕрленĕ йăва чикнĕ. Çуркунне юр ирĕлме пуçласан пысăк тăхтав вăхăтĕнче шкул çумĕнчи çăкалăхра унăн пăрçине пуçтарнă. Хырăм выçнăран ăна учитель куриччен вăрттăн çисе лараттăмăр.

Станци çывăх пулнăран анне вакун пушатса укçа тăватчĕ. Пĕррехинче вăл турантă /жмых/ пушатнă. Ăна пĕр колхоз вы-льăхсем валли аякран илсе килнĕ. Çакскере тыр-пул юлашкийĕсенчен тунă, ăна шÿтерсе выльăхсене çăра шыв панă. Анне туранта киле илсе килнĕччĕ. Эпир ăна çирĕмĕр.

Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне тимĕр-тăмăр пухма хушрĕç. Эпĕ çак енĕпе мала тухрăм. Красноармей-ски вăрманĕнчи юрă уявĕнче мана йĕтĕн тутăрпа, майра турипе чысларĕç. Çакă пурнăçра пĕрремĕш çитĕнÿ пулчĕ. Эпĕ питĕ савăнтăм. Тутăра чылайччен çыхса çÿрерĕм.

Пахча çимĕç туса илмешкĕн шкулта çĕр лаптăкĕ пурччĕ. Çуллахи вăхăтра пире йăрансем уйăрса панăччĕ. Мана кишĕр йăранĕ лекрĕ. Пахча çимĕç тухăçлă пултăр тесе эпĕ çăвĕпех ĕçлерĕм. Тăрăш-ни сая каймарĕ, вĕрентекен кишĕре курава янă. Унсăр пуçне биологи учителĕ Зоя Александровна пахча çимĕçе мана пĕр витре парса ячĕ. Тепĕр çитĕнÿ пулчĕ маншăн.

Вырăнта 7 класлă шкул пулнă. Вăтам пĕлÿ илме 5 çухрăмра вырнаçнă яла çÿренĕ. Каллĕ-маллĕ утса 10 çухрăм пуçтарăнатчĕ. Çапах ÿркенмен, кулленех пĕлÿ çуртне васканă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн профессипе техника учи-лищине кĕтĕм. Каярахпа качча тухрăм. Шел те, 2002 çулта мăшăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпир унпа Шупашкарти çурт-йĕрпе коммуналлă пĕр хуçалăхра 9 çул пĕрле ĕçлерĕмĕр. Пире икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç.

1990 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята илтĕм. Халĕ тивĕçлĕ канура. Ачасемпе савăнса пурăнатăп. Ачаранах ĕçпе çитĕннĕрен ахаль ларас килмест: çыхатăп, тĕрлетĕп, пукане, тухья ăсталатăп. Кашни ир гимнастика тăватăп, 2-3 çухрăм утатăп. /.../

Галина ИВАНОВА, Шупашкар хули.

 


 

Сĕт-çу çиме лайăх та…

Çанталăк çу енне сулăнсан ял çынни çулсеренех выльăх-чĕрлĕхе хăнăхтарма уя кăларать. Ăна черетпе пăхма пуçарса ярать.

Çу каçипех çанталăк сивĕтичченех ял-йыш уйра выльăх-чĕрлĕх пăхать. Анчах та черет йĕркине пурте пăхăнасшăн мар, ăна ирттерсе ярасшăн. Çуллахи вăхăтра хĕвел çинче камăн пиçĕхес килет? Аш-пăш, сĕт-çу çиес килсен касу хыççăн ирĕксĕрех утмалла.

Виçĕ-тăватă çул каялла кĕтÿ йĕркелесе яма ял хапхи умне çынсем пухăннă. Пĕрне, черете кайма тесе тухнăскере, çултан пăрса янă. Юнашарта пурăнакан кÿрши ăна тăн панă. Лешĕн вара кĕтÿ пăхас шухăш пăчланнă. Ара, никам та черете каясшăн мар иккен. Пĕрин сурăхĕ пăранланă, тепри сивĕрен хăранă, виççĕмĕшĕ выльăхне килте тытма тытăннă иккен. Çапла вара кĕтÿ эрнипех уя тухман. Ялти чи ватă кинемее унăн черет çитни çинчен пĕлтернĕ. Тăхăр теçетке çултан иртнĕскер çынсем калаçнине те ăнланман. Ун хыççăн кĕтÿ черечĕ пĕр вăхăт йĕркеленсе кайнă. Анчах йĕркене пăсакан татах тупăннă.

Пĕри, авă, кÿршĕ ялта пурăнаканскер, сурăх кĕтĕвĕ çукран вĕсене пирĕн пата килсе ярать. Черет çаврăн-нă çĕре пĕрне пусать. Е кĕркунне çитеспе сурăхĕсене кĕтĕве яма пăрахать. Пуçа кăштах çеç ĕçлеттерме пĕлмелле çав.

Ватă хĕрарăм ир-ирех сурăхĕсене кĕтĕве хăваланă вăхăтра манпа сăмах пуçарчĕ. «Ялта, чăн та, пурăнма йывăр. Кÿршĕпе килĕшÿ тупма май çук. Камăн чĕлхи çивĕч — вăл йĕрке тума пултарать. Пускил патне кĕтÿ черечĕ çитрĕ. Анчах пĕр качакишĕн кĕтĕве каймарĕ, выльăх пăранланă иккен. Тăваттăмĕш кунне качакине виçĕ путекпех ячĕ. Çав хĕрарăм кĕркунне енне сурăхĕсене хăйĕн çĕр пайĕ çинче электрокĕтÿçĕ карса усрарĕ. Черет икĕ хутчен çаврăнса иртсе кайрĕ, икĕ кил урлă чарăнчĕ. Кăçал кĕтÿ кĕтес йĕркене унран пуçламаллаччĕ, — терĕ кинемей. — Хулара пурăннă чухне пĕр харкашу та пулман, кÿршĕсем вĕреннĕ çынсемччĕ. Вĕсемпе яланах килĕштерсе пурăннă. Яла килтĕм те кÿршĕ-аршăпа ятлаçмалли тупăнсах тăрать».

Ялта йĕрке тăвакан çук. Кам мĕнле пултарать — çапла пурăнать. /.../

Виссарион МАКСИМОВ, Элĕк районĕ.

www.hypar.ru

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.