Комментари хушас

29 Раштав, 2020

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсене чысларĕç

Кăçал ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви 7 конкурс йĕркеленĕ. Çавна май вун-вун журналист хăйĕн ăсталăхне тĕрĕсленĕ. 3 конкурс çĕнтерÿçисене маларах палăртнă. Çак эрнере вара хальтерех пĕтĕмлетнĕ конкурссенче мала тухнисене чысларĕç.

Михаил Анисимов министр журналистсене саламланă май сăмах хăвачĕн витĕмĕ çинчен каларĕ. «Чăваш Ен террора хирĕç» конкурсăн «Республика пичет кăларĕсенче чи лайăх публикаци» номинацийĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсене çитекен пулмарĕ. 1, 2, 3-мĕш вырăнсене Николай Коновалов /«Хыпар»/, Татьяна Наумова /«Чăваш хĕрарăмĕ»/, Марина Тумаланова /«Чăваш хĕрарăмĕ»/ пайларĕç. Наци проекчĕсем Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçланнине çутатакансен конкурсĕнче Лариса Никитина /«Хресчен сасси»/ 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Ирина Клементьева /«Хыпар»/ «Цифрăллă Чăваш Ен» конкурсăн «Манăн професси — ИТ» номинацире — 2-мĕш вырăн, Наци проекчĕсем Чăваш Республикинче мĕнле пурнăçланнине çутатакансен конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.