Комментари хушас

30 Раштав, 2020

Программăсем «хакланчĕç»

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче патшалăхăн пĕр программине çирĕплетрĕç, тата иккĕшне улшăнусем кĕртессине ырларĕç.

Граждансене çитес виçĕ çулта тÿлевсĕр медпулăшупа тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕсен программи 2021 çулта пур енĕпе те «хакланать», çав шутра онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли тăкаксем 9,1% пысăкланаççĕ. Çавна май кăçалхипе танлаштарсан ăна пурнăçлама уйăракан укçа виçи 1,3 миллиард тенкĕ хушăнать.

Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли тата усă курма меллĕ анлăш йĕркелемелли программăсене улшăнусем кĕртни те вĕсене пурнăçлама ытларах укçа уйăрассипе сăлтавланнă.

Ларура финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ, федераци ведомствисемпе республикăн çитес виçĕ çулти тăкакĕсене тивĕçтерме укçа илес тĕлĕшпе килĕшÿсем туни çинчен пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 80 килĕшÿ тумалла пулнă — 34,4 миллиард тенкĕлĕх. 78-ăшне алă пуснă ĕнтĕ, тата иккĕшне те хатĕрлесе çитернĕ — Мускавсем алă пусасса кĕтеççĕ. Олег Николаев килĕшÿсене çирĕплетни республикăн тĕрлĕ тăкакне тивĕçтерессине шанчăклă тунине палăртрĕ, юлнă икĕ документпа çыхăннă ĕçе паянах вĕçлеме сунчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.