Комментари хушас

20 Раштав, 2013

Çимĕç хуппине ан пăрахăр

Канада ученăйĕсем цитрус çимĕçĕсен хуппинче атеросклерозран хăтаракан япала _ флавоноид _ пуррине палăртнă. Организма лексен вăл сиенлĕ холестерин шайне 35-40 процент таран чакарать.

Апельсин

Унăн хуппинче темиçе тĕслĕ эфир çăвĕ, флавоноид, А, В, С, Е витаминсем, пектин пур.

Апельсин хуппин çăвĕ бактерисене пĕтерме, шыççа чакарма, ÿте пĕçертсе янинчен, дерматитран, экземăран сипленме пулăшать. Типĕтнĕ апельсин хуппипе Китай медикĕсем ÿслĕкрен те, шăнса пăсăлнинчен те, кăкăр парĕнчи усал шыçăран та сипленеççĕ.

Уйăх хушши вăйлă кайнă чухне апельсин хуппипе вĕретнĕ шыв ĕçмелле.

Кăмăл пусăрăннă вăхăтра «депресси», çавăн пекех нерв хавшаса çитсен çывăрма выртиччен 20-30 минут маларах чÿрече ани çине çурмалла каснă апельсин е унăн хуппине хумалла.

Вăраха кайнă типĕ ÿслĕкрен. Апельсин хуппине вĕтетмелле, сахăрпа сапса çур сехете яхăн пĕçермелле. Ÿслĕк пуçлансан ăна 1-2 кашăк ĕçмелле.

Лимон

Лимон хуппинче флавоноид гликозичĕсем, С тата Р витаминсем пур. Лимон вăй-хала ÿстерет, ывăннине ирттерет, чирсенчен сывалма пулăшать.

Аппетита лайăхлатма лимон хуппинчен хатĕрленĕ шĕвеке ĕçмелле: 1 л шур эрехе вĕтетсе типĕтнĕ 100 г лимон хуппи ямалла. 3 эрне тĕттĕм вырăнта тытмалла, вăхăт-вăхăтăн пăтратса илмелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут, апат умĕн, 30-шар тумлам ĕçмелле. Настойка нерв тытăмне лăпланма пулăшать.

Шĕпĕнрен. Кĕленчене вĕтетнĕ 2 лимон хуппи, çур стакан 30 процентлă уксус ярса лайăх хупмалла, пĕр эрне тытмалла, вăхăт-вăхăтăн силлесе илмелле, сăрăхтармалла. Шĕпĕн çине хайхи настойпа йĕпетнĕ пусма таткине хумалла, ăна кунне темиçе хут та йĕпетсе илмелле.

Вăй çук чухне тата ырханланса çитсен çакăн пек хутăш пулăшĕ: аш арманĕпе 4 лимон «хуппипе» авăртмалла, 15 тумлам пĕтнĕк курăкĕн çăвĕ, 200 г чухлĕ лимон сĕткенĕ, 200 г олива çăвĕ, 15 г валериан курăкĕн настойĕ, 1 г камфора хушмалла. Пурне те пĕрле лайăх пăтратмалла, кунне 3 хут, апат умĕн, пĕрер кашăк ĕçмелле.

Шăла çирĕплетме. Шăл шап-шурă, тымарĕ çирĕп пултăр тесен ăна лимон хуппипе сăтăрмалла.

Лĕкĕрен. 1 л шывра 4 лимон хуппине 15 минут вĕретмелле. Шывне сăрăхтармалла, çÿçе унпа эрнере пĕр хут чÿхемелле.

Организма çамрăклатма. Вĕретнĕ 7 стакан шыва вĕтетнĕ 3 лимон «хуппипе», 3 пуç ыхра, 3 стакан шур çырли «клюква» ярса 2 кун сивĕ çĕрте тытмалла, сăрăхтармалла, унтан 400 г пыл хушса каллех 2 кунлăха сивĕ çĕре лартмалла. Кунне 3 хут пĕрер кашăк ĕçмелле.

Гипертонирен. Пĕрер кашăк теркăланă лимон, нимĕрленĕ шур çырли, авăртнă шăлан çырли тата 1 стакан пыл хутăштармалла. Ирлĕ-каçлă пĕрер кашăк ĕçмелле.

Гранат

Гранат хуппи пыршăлăхри сиенлĕ микробсен йышне чакарать. Типĕтнĕ çурхахне чее ярса ĕçеççĕ. Вăл нерв тытăмне лăплантарать.

Хырăмлăхпа пыршăлăх трактне сиплеме гранат хуппинчен хатĕрленĕ шыва ĕçмелле. Çимĕçĕн вĕтетнĕ хуппине кастрюле ямалла, сивĕ шыв «1:10» хушмалла, йăваш çулăм çине е «шыв мунчинче» 3- минута яхăн тытмалла, сăрăхтармалла. Сиплĕ шĕвеке кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Елена НИКОЛАЕВА

хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.