Комментари хушас

11 Кăрлач, 2021

Африка мурне тупса палăртнă

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Костантин Викторов Чăваш Енре сыснасен Африка мурĕн тĕслĕхĕсене тупни çинчен паян, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе иртнĕ тунтикунхи канашлура, пĕлтерчĕ.

Пĕрремĕш тĕслĕхре Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрманта тупнă хир сыснин виллине тĕпченĕ май чĕр чун Африка мурĕпе чирлĕ пулни палăрнă. Тепринче вара сунарçăсем çав районтах тытнă хир сыснине мур ерни çирĕпленнĕ.

Апла тăк чарусемпе çыхăннă çирĕп мерăсем кирлĕ. Вĕсене йышăннă ĕнтĕ. Çав шутра — хир сыснисен шутне чакарасси. Нормăсемпе килĕшÿллĕн хир сыснисен шучĕ кашни пин гектар пуçне 0,25-пе танлашмалла. Республикăра çак кăтарту икĕ хут пысăкрах-мĕн. Хĕрлĕ Чутай районĕнче шута илнĕ хир сыснисене пĕтерме йышăннă, анчах хальлĕхе пĕрне те тытман-ха - çанталăка кура сунарçăсемшĕн вĕсене йĕрлесси-шырасси меллех мар иккен. Çавна май хир сыснисене тытмалли сунар тапхăрне çав тăрăхра тăсма йышăннă — кăрлачăн 31-мĕшĕччен мар, нарăсăн 28-мĕшĕчченех тăсăлĕ.

Тепĕр тесен, вăрманти сыснасен шутне чакарасси сунарпа кăна çыхăнман. Йĕкĕр чĕрнеллĕ ытти чĕр чун ĕрчемелли условисем йĕркелени те вырăнлă — çакă хир сыснисене хунама чăрмантарĕ. Чирлĕ хир сыснисене тупнă тата тытнă тăрăхсенче сысна ĕрчетекен предприятисем çук. Çынсем килти хуçалăхсенче сысна тытаççĕ, анчах канашлура вĕсем тĕлĕшпе мерăсем йышăнасси пирки сăмах пулмарĕ — пăшăрханма сăлтав çук пуль.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.