Комментари хушас

11 Кăрлач, 2021

Ирĕклĕ кĕрешекенсем тупăшнă

В.Н. Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче ирĕклĕ кĕрешӳ турнирĕ иртнĕ.

Спорт мероприятине Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Иван Григорьева халалланă. Унта Чăваш Енри тата Чулхула облаçĕнчи 13-14 çулсенчи 70-е яхăн кĕрешӳçĕ хутшăннă.

Тĕрлĕ виçе категорийĕнче çак спортсменсем çĕнтернĕ: Антон Федоров /Вăрнар/, Евгений Алексеев, Савелий Зайцев /5-мĕш спорт шкулĕ/, Никита Павлов /Йĕпреç/, Антон Сотников /Арзамас/, Глеб Самарин, Артем Матвеев /5-мĕш спорт шкулĕ/, Никита Григорьев /Канаш районĕ/, Богдан Ларионов /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Кирилл Данилов /Канаш районĕ/.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: