Комментари хушас

12 Кăрлач, 2021

«Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Вăл «Пионер сасси» ятпа 1931 ҫулхи январĕн 12-мĕшĕнче пуçласа кун çути курнă. Унǎн пĕрремĕш редакторĕ Илья Алтын Баш пулнǎ. «Епле хаваслǎ кĕтсе илчĕ ǎна ача-пǎча. Кĕске вǎхǎтрах хаҫат тиражĕ те чылай ӳсет. Чухǎнччĕ редакци. Ачасем ҫинчен ҫырма пултаракан журналистсем сахал пулнǎ, укҫи те ҫитмен. Ҫапах пур пĕр ĕҫленĕ. Алла усман. Йывǎрлǎхран тухма тǎрǎшнǎ, малашлǎх пирки ĕмĕтленнĕ. Сывлǎха та шеллемен», – аса илнĕ каярах Илья Максимович.

Паян та «Тантǎшра» хаçат ĕçĕшĕн хыпса-çунса тăракан журналистсем ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ викторинăпа конкурс ирттереççĕ, чăвашла пĕлмен ачасене те хаçатпа туслаштарас тесе тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче «Тантǎшра» «Ровесник» ятпа вырăсла тăватă полоса кăларса тăрасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çамрăк корреспондентсен слетне те ачасем кăмăлтан кĕтеççĕ. Ача-пăча редакцийĕн планĕсем капашсăр пысăк, ĕмĕчĕсем çунатлă.

Паян Чăваш Наци телекуравĕнчи «Ир пулсан» телекăларăмра (ертÿçисем – Юлия Адюковапа Георгий Смирнов) тата «Ирхи кăмăл» радиокăларăмра (ертÿçи – Мария Шагарова) «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова (сăн ÿкерчĕре сулахайри) пулчĕ. Вăл хăй те мĕн пĕчĕкрен çырма юратнă, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕскер чăвашла заметкăсемпе сăвăсене Шупашкарта ача-пăча валли кăларса тăракан хаçат-журнала вĕçĕмех ярса панă. Вĕсене, хăй калашле, илемлетсе те якатса пичетленĕ. Паянхи ачасемшĕн те «Тантǎш» юратнă кăларăм тата çул уçаканĕ пулса тăрать. Ăна çырăнса илеççĕ, унта çырса тăраççĕ, вăл ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хаçатăн кашни номерне хумханса та хавхаланса кĕтеççĕ.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Елена АТАМАНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Рубрика: