Комментари хушас

16 Çурла, 2014

Пысăк ăмăртусем республика чапне ÿстереççĕ

Пин çул ытларах каялла пурăннă сăвар-пăлхарсен йăхĕсем Европăри чи вăйлă халăхсен шутĕнче тăнине авалхи перссен, арабсен, узбексен, çавăн пекех славянсен ăсчахĕсемпе çыравçисемех палăртнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 1970-1990 çулĕсенче Болгарире тăватă хутчен пулма тÿр килчĕ. Эпĕ чăваш иккенне пĕлсен мана Софийăра, Пловдивра, Варна, Русе тата ытти хулари историе, халăх этнографине лайăх пĕлекенсем тăвансем пек йышăнатчĕç. Пăлхар халăхĕн мухтавлă атлечĕсемпе, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсемпе Нореир Нурикянпа, Младлен Кучевпа, Йордан Биковпа, Георгий Тодоровпа, Валентин Христовпа паллашма тата туслашма мана Тутар Республикинчи Пĕкĕлме тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш пăхаттирĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Николай Колесников нумай пулăшнă.

Пирĕн пысăках мар республикăран хĕрĕхе яхăн олимпиец, 300 ытла тĕнче тата Европа чемпионĕпе призерĕ тухнă. Вĕсен шучĕ уйрăмах çĕнĕ XXI ĕмĕр пуçланнăранпа хăвăрт ÿсет. Патăрьел районĕнчи чи пултаруллă велосипедистка, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ирина Калентьева 2008 çулта Пекинра иртнĕ XXIX Олимп вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медале тивĕçрĕ, иртнĕ уйăх варринче Раççей чемпионатĕнче 11-мĕш хут çĕнтерчĕ. Юлашки çулсенче тĕнче тата Европа шайĕнчи чи пысăк ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнса хăйсен вышкайсăр ăсталăхĕпе çавăн пекех Татьяна Петрова, Алена Прокопьева, Вера Соколова, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Андрей Андреев, Иван Пакин çăмăл атлетсем, Екатерина Красновăпа Надежда Федорова ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем, Ирина Байммулкинăпа Александр Мышов штангистсем, Максим Иванов, Эдера Лаврентьева самбистсем, Елена Шелгунова гимнастка, Анна Дмитриева дзюдоистка тата ытти чăваш каччипе хĕрĕ тĕлĕнтерчĕç.

Сумлă çитĕнÿсем тума вĕсене хамăр тăван республикăра çитĕннĕ пултаруллă тренер йышĕ ÿсни, тĕрлĕ хулапа районта çĕнĕ спорт керменĕсемпе стадионсем тата ытти сооружени уçăлни тата, паллах, физкультурăпа спорта аталантарассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, чылай министерствăпа ведомство ертÿçисем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартни пулăшаççĕ.

2013 çулхи кăтартусем тăрăх Раççей Физкультурăпа спорт министерстви ирттернĕ смотр-конкурс кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республика пĕрремĕш вырăн йышăннă. Виçĕм çулхипе танлаштарсан физкультурăпа тата спортпа кăсăкланакансен шучĕ 17700 çын ÿснĕ. Çапла майпа Чăваш Енре физкультурниксемпе спортсмен шучĕ пуçласа 35 процентран иртнĕ. Вĕсенчен хăшĕсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăçал тăван республикăра ирттерекен Раççей тата Европа чемпионачĕсенче е пĕтĕм тĕнчери турнирсенче кăтартаççĕ.

 

Петр СИДОРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.